ru24.pro
Новости по-русски
Март
2022

Раççей спортсменĕсене хавхалантарса

Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Пекин хулинче Паралимп вăййисем пуçланĕç. Унта 20 регионти 71 Раççей спортсменĕ хутшăнмалла. Ăмăртусене куракансем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Сăмахран, следж-хоккей тĕсне кăмăллакан çамрăксем Раççей спортсменĕсене хавхалантарса акцие хутшăнчĕç. Çитĕнсен Паралимп чемпионĕ пулас шухăш-ĕмĕтлĕ хастарсемпе Юлия Адюкова репортер та паллашрĕ. Пăр лапамĕ çинче «Кăйкăр-2012» тата «Атăл» ушкăнсен çамрăк спортсменĕсем. Хальхинче вĕсем ăмăртура мар, юлташла вăйăра. Апла пулсан та, 10-мĕш номерлĕ хоккеист, Демид Чурбанов самай пăлханни сисĕнет. Сăлтавĕ те пысăк иккен. Пĕлтĕр раштав уйăхĕнче «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акцире арçын ачана следж-хоккейла выляма профессионаллă çуна туянма сертификат парнелени çинчен эпир пĕлтернĕччĕ. Тинех, ятарласа Демид валли ăсталанă çуна, хуçи патне çитрĕ. Кĕтнĕ парнене арçын ачана Чăваш Енри спорт министрĕ Василий Петров тивĕçтерчĕ. МИЛА ЧУРБАНОВА: «Кунĕсене шутласах, календарь çине пăхсах кĕтсе ларчĕ, паянхи кун шкулта иртенпе калаçать мана паян çуна параççĕ тесе. Питĕ усăллă, сывлăха çирĕплетет, юлташсем пухăнса кайрĕç унăн, пирĕн хулара кăна мар, ытти çĕршывсенче те пур». Хевтесĕррисем следж-хоккей енĕпе «Атăл» ушкăнта ăсталăхне туптаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ çитĕнсен паралимп чемпионĕ пулма ĕмĕтленет иккен. Шухăшланине пурнăçа кĕртес тĕллевпе ачасем халех тренировкăсенче тар тăкаççĕ, умри йывăрлăха парăнтараççĕ. ДАНИЛА ПИТЕРКИН: «Малаллах вылямалла, кулянмалла мар тата вăйлăрах заколять тăвать. Мана хоккея çӳреме питĕ килĕшет. Эпĕ кунта килнĕ реабилитаци шухăшĕпе. Паралимп сборныйне лекес килет». «Атăл» ушкăн спортсменĕсем Раççей шайĕнче иртекен ăмăртусенче те медаль хыççăн медаль çĕнсе илеççĕ. Çитĕнӳсем тунипе пĕр танах ачасем сывлăх енчен те çирĕпленеççĕ, çакна вĕсен ашшĕ-амăшĕ те лайăх туять. ОКСАНА ПИТЕРКИНА: «Малтанах килсенех эпир ярăнма питех лайăх ярăнман, ÿккеленĕ те, пулман пулас япла. Халь вара вăл питĕ тăрăшса вылять. Миçе хут турнирсенче хутшăнса вăл командăн «Чи лайăх защитникĕ» пулнă. Паралимп вăййисене эпир кĕтсех тăратпăр, çемйипех пăхатпăр». Юлташла матчра туслăха, çамрăк спортсменсен вăй-хăвачĕпе хавхаланăвне Паралимп вăййисенче хутшăнакансем туяççех пулĕ тесе шанаççĕ Чăваш Енри следж-хоккей вăййин хастар ачисем. Юлия Адюкова, Семен Антонов