ru24.pro
Новости по-русски
Январь
2022

Газ сирпĕннĕ

Кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче ирхи 8:00 сехетре Элĕкре нумай хутлă хваттерте газ сирпĕннĕ. Кун пирки Чăваш Республикин прокуратури пĕлтерет. Малтанласа палăртнă тăрăх, пĕрремĕш хутра пурăнакан апат пĕçерме лартнă, анчах та вăл çывăрса кайнă. Шыв вĕресе тăкăнса кăвак çулăма сӳнтерсе лартнă. Вăйлă сирпĕннĕрен кӳршĕре ларакан çурт кантăкĕсем те çĕмĕрĕлнĕ, кил хуçине хум ывăтса янă. Телее, вăл вăйлă аманман. Ку çуртра пурăнакансене газ панă, анчах та инкек пулнă хваттерте вăл хальлĕхе çук