ru24.pro
Новости по-русски
Январь
2022

Килĕшĕве пурнăçламаç

«Çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен республикăри кашни концесси килĕшĕвне тишкермелле. Патшалăх пурлăхĕнчи объекта тара илекенĕн ăна, чăннипех, укçа хывмалла, çĕнетмелле. Çакна пурнăçламаççĕ пулсан ку концесси мар», – терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен иртекен ларура. Патшалăх аллинчи çĕрсене, предприятисене тата ытти пурлăха уйрăм çынсене вăхăтлăха усă курма панине концесси теççĕ. Усă курасси, мул тăвасси кунта тĕп тĕллев пулмалла мар, паллах. Анчах та пурлăха тара илекенсем хăйсен ĕçне шăпах çапла ăнланаççĕ пулмалла. ВЛАДИМИР ДЕНИСОВ: «Пирĕн тăватă концесси килĕшĕвĕ пурнăçланать. Шăмăршă салине шыв, ăшă тивĕçтерессипе тата шыв кăларса ярассипе тимлеççĕ. Пĕр кубла метр шыв 19 тенкĕ тăрать. Ку вĕсемшĕн тăкаклă. Çавăнпа объекта укçа хывасси пирки кунта калаçмалли те çук. Вĕсем шывпа тивĕçтереççĕ те укçа пуçтараççĕ». «Тара илнĕ вăхăт вĕçленнĕ çĕре объект юхăнсах каять. Кайран ăна каллех патшалăхăн çĕнетмелле. Вара концесси килĕшĕвĕнчен мĕн усси», – терĕ республика Пуçлăхĕ. Концессине чылайăшĕ мула тепĕр енне ямалли меслет тесе шутлаççĕ, кун пек пулмалла мар палăртрĕ Олег Николаев. Патшалăх пурлăхне усă курма илсен объекта чи малтанах укçа хывса çĕнетмелле. «Тăкаксене вара перекетлесе саплаштармалла», – терĕ вăл. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министерствине кашни концессине саккунпа килĕшӳллĕн тĕрĕслеме хушрĕ республика ертӳçи. Алексей Зотиков, Екатерина Никитко, Юрий Марков