ru24.pro
Новости по-русски
Январь
2022

Çурт тăррине юсĕç

Сĕнтĕрвăрри хулинчи Николаев урамĕнчи 89-мĕш çуртра пурăнакансем раштав уйăхĕнченех нуша кураççĕ. Вăйлă çиле пула нумай хутлă çурт тăррине вĕçтерсе кайнă. «Паянхи кун çӳлти хутсенче вырнаçнă хваттерсен маччисем кăвакарса кайнă, çил те вылять, кил-çурт та кун пек чухне илемсĕр», – палăртаççĕ кунта пурăнакансем. Ыйтăва татса пама Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Лидерман пулăшнă. Вăл тăрăшнипе кирлĕ тĕрĕслевсем ирттерсе ятарлă докуменсем хатĕрленĕ. Раштав уйăхĕн вĕçĕнче кĕтмен-çĕртен Сĕнтĕрвăрринчи Николаев урамĕнчи 89-мĕш çурт тăррине çилпе вĕçтерсе кайнă. Уйăх ытла иртнĕ пулин те паянхи кун та кунта пурăнакансем лăпкăн çывăраймаççĕ. Çӳлти хутри хваттерсенче пурăнкансенче çурт тăрри юсанас ыйту уйрăмах канăç памасть. Кунта пурăнакан Людмила Ярыгина палăртнă тăрăх, нӳрĕпе кăвакарнă стенасем ир-ирех вăрансан тӳрех кăмăла пăсаççĕ. Çапах та, çуртра пурăнакансем шанăçа çухатмаççĕ. ВЛАДИМИР МУСТАЕВ: «Паян эпир контракт алă пусатпăр. Унта подряд организацийĕ капремонт служби витĕр килет. Тума пуçлаççĕ пулĕ тесе каласшăн. Вĕсем пирĕн пата пăхма пĕрре кăна мар килсе кайрĕç. Мĕн тума пулать-ши тесе, мĕнле тусан лайăхрах тесе». Çитес вăхăтра çурт тăррине юсама пуçлĕç. Хĕллехи вăхăтрах çак ĕçе пурнăçлама ятарлă технологисем пулăшĕç. «Хальхи материалсемпе шартлама сивĕре те усă курма пулать», – палăртаççĕ специалистсем. Апла пулсан, çывăх вăхăтра кашни кил-çуртра ăшăлăх хуçаланма пуçлĕ