ru24.pro
Новости по-русски
Январь
2022

Ачасемшĕн аслисем яваплă

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра çул çитмен 2 ача пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Пĕлтĕр 6 пепке сарăмсăр вилнĕ. Росстат пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республика яланах çĕршывра ир çуралнă ачасен пурнăçне упрассипе, çул çитмен ачасем вилнĕ кăтарту чи пĕчĕккĕ пулнипе палăрса тăнă. Çапах та хальхи лару-тăру пурне те сисчĕвлентерет. Перинаталь центрĕсем, ача-пăча поликлиникисем тата стационарсем ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Çапах та çителĕксĕр. Татьяна Семенова икĕ уйăхри пепкепе виçĕнме килнĕ. Çамрăк амăшĕ пулнă май тухтăртан ыйтмалли унăн нумай. Вылямалли теттесене мĕнлисене суйламалла? Çывăрнă чухне ачан кампа çывăрмалла тата ытти те. Чылай чухне çамрăк амăшĕсем çĕрле кӳме патне тăма ӳркенсе ачисене хăйсемпе пĕрле вырттараççĕ. Тепĕр чухне ашшĕсем те пĕрле выртса хытă çывăрса кайма пултараççĕ. Ачана сывлăшсăр тума пултараççĕ. ТАТЬЯНА СЕМЕНОВА: «Ачана пĕччен хăвармастпăр. Яланах пăхса тăратпăр. Уйрăм кровать çинче çыврать. Педиатр паракан сĕнӳсене яланах пурнăçлатпăр. Кĕçĕн ачасемпе хăвармастпăр. Апат çитернĕ хыççăн чыхăнса ан хăстăр тесе столбикпа тытатпăр». Кровать çинче нимĕнле пĕчĕк тетте те пулмалла мар. Ача ăна ăнсăртран хыпса чыхăнма пултарать. Ачана уйрăм вырттармалла. «Тĕрлĕ тĕслĕ теттене вируссене вĕлерекен шĕвекпе сĕрсе тасатмалла, кравать айккинче нимĕнле ытлашши пĕркенчĕк те пулмалла мар», – теççĕ тухтăрсем. АЛЕВТИНА ТАРАСОВА: «Ачана уйрăм кровать çине вырттармалла. Килти пĕчĕк ачасемпе хăварма юрамасть ачана, пĕччен те хăварма юрамасть. Яланах амăшĕпе пĕрле пулмалла». Регина Кубайкина, Елизавета Цветкова, Николай Скворцов