ru24.pro
Новости по-русски
Январь
2022

Иккĕш те пĕлтерешлĕ

Спорт тата театр. Пĕрре пăхсан икĕ сăмаха çыхăнтараканни нимĕн те çук темелле. Тарăнрах тишкерсен вара пĕрлештерекенни нумай. Çакна Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи «Кафедра» театр артисĕсем çирĕплетеççĕ. «Кафедра» театр артисĕсем иртнĕ çулта «Атăлçи театрĕ» фестивальте палăрчĕç. Вĕсем хатĕрленĕ «Маяк» спектакль çамрăк ушкăнсен йышĕнче çĕнтерӳçĕ ята тивĕçрĕ. «Маяк» спектакле Владимир Маяковский совет поэтне халалланă. Владимир Владимирович питĕ хĕрӳ çын пулнă. Унăн пурнăçĕнче хĕрарăмсем сахал мар пулнă, анчах та пĕринпе те вăл çемье çавăрман. ОЛЬГА АЛЕКСАНДРОВА: «Эпĕ «Маяк» спектакльте Маяковскин юратнă хĕрарăмсенчен пĕрне вылятăп. Манăн сăнар Маяковский пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнмасть, анчах вăл ăна питĕ юратать. Поэтăн юратнă хĕрарăм пур. Çавăнпа ман сăнар унăн юратăвне чăрмантармасть». Владимир Маяковский Лили Брика кăмăлланă. Ахăртнех, ăна хытă юратнипех вăл никама та мăшăр пулма сĕнмен. Лили Брик качча кайни те поэта чăрмантарман. Спектакль пĕр актран кăна тăрать, унта пĕр сăмах та çук. Туйăмсене, тĕп шухăша артистсем илемлĕ хускану ăсталăхĕ урлă уçса параççĕ. Сăмахран, А пирамидăран Эйфель башнине тăваççĕ. Ольга Александрова «Кафедра» театра виççĕмĕш çул çӳрет. «Сцена çинчех спортпа туслă пулма пулать тесе ĕмĕрне те шутламан», – палăртать пике. Чирлидингра вăл çулталăк кăна. «Ку спорт тĕсĕ мана тыткăна илчĕ. Вăл мана тӳсĕмлĕрех, пиçĕрех пулма пулăшать», – тет 4-мĕш курсра вĕренекен. Алексей Зотиков, Бахтияр Велиев