Çул-йĕр ыйтăвĕ пĕрремĕш вырăнта
Республикăра çулсене хĕллехи вăхăтра пăхса тăрассине яваплă хатĕрленнĕ. Çакăншăн 5 пĕрлешӳ яваплă. Çакă хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе тӳрремĕн çыхăннă. Çул-йĕре пăхса тăрассине тата тирпейлессине Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура тишкерчĕç. Хĕлле республикăри çулсене 5 пĕрлешӳ пăхса тăрать. Вĕсем патшалăх килĕшĕвĕ алă пуснă. Пурĕ 110 единица техника çула тухать. Ятарлă техникăна хатĕрленипе пĕрлех пăрлак çулсене сапмалли хутăш çителĕклĕ хатĕрленĕ. Юраман вырăнта автомашинăсем лартса хăваракан водительсем тĕлĕшпе йышăнусем тумалла. Сĕнӳсемпе çывăх вăхăтра паллаштарма ыйтрĕ Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Хальлĕхе йĕркене пăсакансене явап тыттармăпăр, машинăсене эвакуцилесе чăрмав çеç кӳрĕпĕр, палăртрĕç ларура. Нумай хутлă çуртсене пăхса тăракан хăш-пĕр пĕрлешӳсем çурт картишĕсенче юр тасатмаççĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Алексеевич хула администрацийĕн ертӳçисене патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕпе пĕрле ку компанисем тĕлĕшпе çирĕп мерăсем йышăнма сĕнчĕ. Çуран çӳрекенсем çул урлă каçса çӳрекен вырăнсенче тата тăкăрлăксен çывăхĕнчи юр куписене тасатмалла. «Ку ĕçе пĕр эрнере туса пĕтермелле», – палăртрĕ республика Пуçлăхĕ. Канмалли кунсенче Шупашкарта 4 çул-йĕр инкекĕ пулнă. Пĕр çын вилнĕ, виççĕшĕ аманнă. Эппин, çул-йĕр патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсен тимлĕрех те яваплăрах пулмалла. Елизавета Цветкова, Юрий Марков