Юр ирĕлтерекен станци
Республикăн тĕп хулинче варв ку ыйту кĕçех татăлмалла. Тинех Шупашкарта юр ирĕлтерекен куçса çӳрекен станци ĕçлеме пуçларĕ. Ăна Трактор тăвакансен проспектĕнче вырнаçтарнă. Пĕр сехетре 60 кубла метр юр ирĕлтерме пултарать çак хатĕр. Юра çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкара ăсатаççĕ, ун пирки нумаях пулмась «Дорэкс» компани килĕшӳ алă пуснă. Кăпăкланса ирĕлет юр. Тонна тоннипе кунта шурă кавире илсе килсе сараççĕ. Ижевск заводĕнче туса кăларнă хатĕре ахальтен «Вулкан» ят паман. Пăхсан пысăках мар пек, çапах та хăвачĕпе вăл çав тери вăйлă тесе палăртаççĕ унпа усă куракансем. Çитменнине вăл хула тăрăх çăмăллăн пĕр çĕртен тепĕр çĕре куçма пултарать. Çавăнпа ăна мобильлĕ станци теççĕ. ВЛАДИСЛАВ УТКИН: «Тĕрĕслесе хута янă аппарат çĕрĕн-кунĕн ĕçлеме тытăнать. Пирĕн операторсене вĕрентнĕ. Юр ирĕлтерекне аппарат 1 сехете 40-60 куб юр ирĕлетерет. Вăл юр кăпăшка или пăрлинчен килет. Пăрлă пулсан сахалтарах ирĕлтерет. Кăпăшка юра 60 куб сехетре ирĕлтерет». Юра ирĕлтернĕ хыççăн хăйăртан, вак чултан тасатнă шыва çумăр пухăнмалли шăтăка антарса яраççĕ. Унтан ирĕлтернĕ шĕвеке вара шыв тасатакан сооруженисене ăсатаççĕ. Çӳп-çап тĕпĕнче юлать. Коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем ăна смена вĕçленеспе тасатаççĕ. Канмалли кунсенче 100 яхăн рейс тухнă çак станци патне. Каласа хăвармалла, кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнчен ку станцие тĕрĕслеме çеç пуçланă-ха. Пĕр сехетре вăл 4 самосвал юр ирĕлтерме пултарать. Дизельпе ĕçлет. Куçса çӳресе юр ирĕлтерекен станцие Ижевскра туяннă, 2 миллион та 200 000 тенкĕ ытла тăрать. Ку станци хăйне ăнăçлă кăтартсан Шупашкар хула администрацийĕ малашне тата теприсене туянасси пирки те ыйту тăрать. Унсăр пуçне юр ирĕлтерекен куçса çӳремен пысăк станци те тăвасшăн. Регина Кубайкина, Анна Цинтовская, Семен Антонов