Пурнăç улшăнасса кĕтеççĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашне çырупа тухать. Вăл çакна иккĕмĕш хут пурнăçлать. Эпир те республикăра пурăнакансен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлтĕмĕр. НИКОЛАЙ СТЕПАНОВ: «Паянхи вăхăтра ман республика Пуçлăхĕн Посланийĕнче илтес килет эпир мĕнле япаласене пурнăçлайманни пирки. Вĕсен сăлтавĕсене, айăплисене. Вара вăл «чĕрĕ» послани пулать. Эпир пĕлтĕр бюджет йышăнтăмăр. Унта тăлăх ачасем валли хваттер илме укçа уйăрнă, анчах та çав укçасем бюджетра питĕ сахал. Пире паянхи кун 1800 тăлăх ачасем хваттерсĕр пурăнаççĕ. Эпир бюджетра çакăн пек укçа куçарса хурсан вĕсем нумайăшĕ пенсие кайичченех вăл хваттере илеймеççĕ. Çавăнпа ман ыйтас килет, эпир кăçал çак уйăрса хунă укçасăр пуçне тăлăх ачасене хваттер ытларах парасси пирки тата мĕнле майсем тупаятпăр».