Цифра мелĕпе ĕçлени меллĕ
Сывлăх сыхлавĕ, вĕренӳ, ял хуçалăх, транспорт – Чăваш Енре цифра хатĕрĕсемпе анлă усă кураççĕ. Социаллă тата экономикăн тĕп тытăмĕсене тĕпрен улăштармалли стратегие Раççей Президенчĕн Хушăвĕпе тунă. Ку енĕпе Чăваш Республики 128 проект хатĕрленĕ, кунта пурĕ 17 тытăм кĕртнĕ. Чăваш Республики физкультурăпа спорт тытăмĕнче çĕршыври ытти регион хушшинче цифра трансформацийĕн рейтингĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кун пирки тунтикунсерен Правительсто çуртĕнче иртекен ларура пĕлтерчĕç. Чăваш Республикин экономика министрĕ Дмитрий Краснов каланă тăрăх, Чăваш Ен цифра мелĕпе ĕçлессипе тĕрлĕ тытăмра кăтартуллă тăрăшать. Пĕлтĕр пирĕн республика ку енĕпе çĕршывра чи лайăх 20 регион шутне кĕнĕ. Атăлçи тăрăхĕнчи регионсем хушшинче – виççĕмĕш вырăнта. Спорт енĕпе вара Раççейре 1-мĕш вырăнта, сывлăх сыхлав тытăмĕнче чăвашсем 8-мĕш йĕркере. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, рейтингра чи пĕлтерĕшли – çынсен пурнăç шайне лайăхлатасси, терĕ. Чи кирли – вĕсем хыпарпа пулăшăва хăвăрт та меллĕ илччĕр. Олег Алексеевич республикăри пур тытăма та цифравизациленĕ енĕпе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн пăхса тухма, координаци канашне йĕркелеме сĕнчĕ. Пĕрремĕш лару нарăс уйăхĕнче иртмелле