ru24.pro
Новости по-русски
Январь
2022

Спортпа туслă çемье

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту халăх кĕтекен чи юратнă спорт уявĕсенчен пĕри. Кăçал вăл нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртĕ. Унта хутшăнас текенсем халех онлайн-мелпе регистрациленме пултараççĕ. Йĕлтĕр сыракансен вакцинаци тутарнине ĕнентерекен сертифкат е кăшăллă вирус çуккине палăртакан тест кăтартăвĕсем пулмалла. Муркаш районĕнчи Çатракасси ялĕнчи Григорьевсен çемйи «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва кашни çулах хутшăнать. Кăçал та ăмăртăва кил-йыш пĕр тренировка сиктермесĕр хатĕрленет. Юлия Адюкова репортер та вĕсемпе пĕрле йĕлтĕр сырса вăрмана уçăлма тухрĕ. Кунсеренех аслисем ĕçрен, ачасем шкултан таврăнсан Григорьевсем йĕлтĕр сырса вăрмана тухаççĕ. Çак ырă йăлана кил-йыш пуçĕ – Евгений темиçе çул каяллах пуçарнă: малтан вăл мăшăрĕпе ăмăртмалла ярăннă пулсан, кайран, çемье йышлансан, юратнă хĕрĕсемпе ывăлне ăмăртусене хатĕрлеме те тытăннă. ЕВГЕНИЙ ГРИГОРЬЕВ: «Манăн мăшăр та йĕлтĕрпе ярăнма юратнă, çавăнта эпир паллашнă та тесе шутлатăп, ачасем те халĕ йĕлтĕрпе ярăнма юратаççĕ, хамăра пăхса, хамăра килĕштерсе пулĕ. Йĕлтĕр çине тăрсан савăнсах ярăнаççĕ». Евгений Валерианович – шкулта физкультура вĕрентекенĕ пулса тăрăшать. Çавăнпа та Карина хĕрĕшĕн вăл тренер та, вĕрентекен те, психолог та, юлташ та. КАРИНА ГРИГОРЬЕВА: «Пулса çитмесен вăл мана хытăрах та калать, лайăх пулсан, тăрăшсан – мухтать. Эпĕ спорта пĕчĕкренех килĕштернĕ, садикранах. Аттепе-анне çине пăхатăп, вĕсем ялан чупма та тухаççĕ, уçăлма та тухаççĕ, йĕлтĕрпе те ярăнма тухаççĕ». Григорьевсем район, республика шайĕнче иртекен çемье ăмартăвĕсене те хастар хутшăнаççĕ. Пĕри пурниншĕн, пурте пĕриншĕн пулни вĕсен кил-йыл туслăхне те çирĕплетме май парать. НАДЕЖДА ГРИГОРЬЕВА: «Ăмăртусене те хутшăнма тăрăшатăп ачасемпе пĕрле, хавхалантарма, хăвалама трасса çинче, кĕлт хаваслантарас тетпĕр ачасене. Спорт çемьене те çирĕплетет, сывлăха та. Çавăнпа та мĕн пĕчĕкрен ачасене спорта юратмалла тетпĕр». Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче туслă çемье «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртура старта тухма хатĕрленет. «Медаль çĕнсе илни – пĕлтерĕшлĕ мар, çемьепе пĕрле сывлăхшăн малалла утăм туни вăл хăех – çитĕнӳ», – палăртаççĕ Григорьевсем. Юлия Адюкова, Сергей Емельянов