ru24.pro
Новости по-русски
Декабрь
2021

Ентешсен форумĕ

Çитес çул республикăра пĕрремĕш хут ентешсен форумĕ иртмелле. Ăна Республика кунĕнче йĕркелĕç. Çакăн пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи обществăлла канашăн лаврăвĕнче калаçрĕç. Çитес çул ентешсен çулталăкĕ пулнă май, кăрлач уйăхĕнченех уявсем ирттерме палăртаççĕ. «Хусанкая вулатпăр» флешмоб, сăвă фестивалĕ, «Космослă Чăваш Ен» конференци – 2022-мĕш çулта темĕн те пулмалла. Чикĕ леш енче, çĕршывăн тĕрлĕ хулинче пурăнакан ентешсем Республика кунĕнче Шупашкарта пухăнĕç. Чăваш Енре çуралнисене пĕр-пĕринпе паллаштарасси, çитĕнекен ăрăва вĕсем пирки каласа кăтартасси – тĕллевĕ çак. Паллах, хăнасене республика мĕнле аталанни пирки те каласа кăтартĕç. Ку енпе кăçалах ĕçлеме пуçланă. «Чăваш Енĕн ентешĕсем» сайт ĕçлеме пуçларĕ. Унта пултаруллă ентешсем пирки кĕртме пуçланă та ĕнтĕ. Çитес çул вĕсен хисепĕ тата та пысăкланмалла. Ларура Президент гранчĕсен фончĕ урлă килекен укçа-тенкĕ пирки те калаçрĕç. Çитес çул валли усламшăн ĕçлемен пĕрлешӳсем тăратакан проектсене пурнăçа кĕртме 40 миллион тенкĕ таранах пулма пултарĕ. Сăмах май, кăçал фонд пулăшнипе 20 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Тупăшăва 54 проект хутшăннă пулсан, 29-шĕн ĕçне тӳресем ырланă. Алина Сусметова, Николай Скворцов