ru24.pro
Новости по-русски
Декабрь
2021

Хваттерте те ăшă курткăпа лараççĕ

Хваттерте те ăшă курткăпа лараççĕ

«Электрокăмакапа чылай усă курни пуçа та ыраттарть, анчах нимĕн те тăвайман», – теççĕ хваттерте пурăнакансем. Ăшă ыйтăвĕ Канаш хулинчи ян-янăрать иккен. Сăмахран, Машиностроительсен урамĕнчи 17-мĕш çуртри халăхăн та çак ĕмĕтех. НИНА ИВАНОВА: «Шăнса вилетпĕр, мĕнле çӳретĕп, çавăн пек выртатăп вырăн çине те, утиял та илтĕм халь тепре. Хĕвел пĕртак пăхсан ăшăнать, хĕвел пăхсан вара чунĕ те ăшăнать». ВЕНЕРА ЯКОВЛЕВА: «Килеççĕ, лĕп тесе калаççĕ те урăх нимĕнте тумаççĕ, хваттершĕн хаклă илеççĕ, отопленишĕн, ăшă ç

<p>&laquo;Электрокăмакапа чылай усă курни пу&ccedil;а та ыраттарть, анчах нимĕн те тăвайман&raquo;, &ndash; те&ccedil;&ccedil;ĕ хваттерте пурăнакансем. Ăшă ыйтăвĕ Канаш хулинчи ян-янăрать иккен. Сăмахран, Машиностроительсен урамĕнчи 17-мĕш &ccedil;уртри халăхăн та &ccedil;ак ĕмĕтех. НИНА ИВАНОВА: &laquo;Шăнса вилетпĕр, мĕнле &ccedil;ӳретĕп, &ccedil;авăн пек выртатăп вырăн &ccedil;ине те, утиял та илтĕм халь тепре. Хĕвел пĕртак пăхсан ăшăнать, хĕвел пăхсан вара чунĕ те ăшăнать&raquo;. ВЕНЕРА ЯКОВЛЕВА: &laquo;Киле&ccedil;&ccedil;ĕ, лĕп тесе кала&ccedil;&ccedil;ĕ те урăх нимĕнте тума&ccedil;&ccedil;ĕ, хваттершĕн хаклă иле&ccedil;&ccedil;ĕ, отопленишĕн, ăшă &ccedil;ук, пулăшăр, тархасшăн&raquo;. Купăста евĕр теми&ccedil;е хут тумтир тăхăнни те чир-чĕртен сыхланма май памасть. Ачасем &ccedil;е&ccedil; мар, аслисем те пĕр чарăнми чирле&ccedil;&ccedil;ĕ. ЛУИЗА НИКОЛАЕВА: &laquo;Хутма&ccedil;&ccedil;ĕ вĕт-ха, пирĕн пата батарей килме&ccedil;, ăшă мар, сивĕ, стенасем усăнса ана&ccedil;&ccedil;ĕ&raquo;. &Ccedil;ивĕч ыйтăва татса парас тĕлĕшпе Канаш хулинче пурăнакансем пĕрре мар &ccedil;ăхав &ccedil;ырнă, анчах хурав халиччен те тупăнаман. АЛЕКСАНДР ЮРКИН: &laquo;Рядовой хваттерсенче 18 градус таран пулмалла, 4 градус таран ылмашăнма пултарать, кĕтеслĕ хваттерсенче пулма пултарать 20 градус таран. Чăнах та, паянхи куна илес пулсан ресурсноснабжающая организация температурине &ccedil;ителĕклĕ кăлармасть пулмалла. Ыранпа тепĕр кун Канаш хулине пирĕн инспекторсем кая&ccedil;&ccedil;ĕ тĕрĕслеме, паян йышăну кĕртнĕ, &ccedil;авăнпа та хваттер температури норматив таран пулмасан пирĕн инспекторсем штрафла&ccedil;&ccedil;ĕ, кам йăнăш тунă, вара пересачет пулать &ccedil;ынсем &ccedil;ине, &ccedil;ынсен сахалтрах т&yuml;лемелле пулать&raquo;. &Ccedil;ĕнĕ &ccedil;ула илемлĕ кĕпе тăхăнса ăшă хваттерте кĕтсе илме пуласса шана&ccedil;&ccedil;ĕ Канаш хулин &ccedil;ыннисем. &Ccedil;ак ыйтăва Чӑваш Республикин патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗпе пĕр танах Чăваш Ен наци телекуравĕн ĕ&ccedil;ченĕсем те тимлĕхрен кăлармĕ&ccedil;. Юлия Адюкова, Анна Цинтовская, Георгий Кривошеин</p>