Тĕнче шайĕнче суту-илӳ пырать
Тĕрлĕ çĕршывпа суту-илӳ тума çăмăл! Тĕнче шайĕнче ĕçлеме пуçланă Чăваш Енри предприятисенчен халь час-час çак каларăша илтме пулать. Пĕчĕк тата вăтам бизнесра вăй хуракан 305 предприяти патшалăх пулăшăвĕ илме пултарнă. Вĕсенчен 48-шĕ хăйсен продукцине тĕрлĕ çĕршыва ăсатма килĕшӳ çирĕплетнĕ. Пĕтĕмĕшле кăçал мĕнле ĕçленĕ-ха экспорт аталанăвĕн центрĕ? Çĕнĕ шухăшлă ертӳçĕсем хальхи йышши суту-илӳ тытăмĕнче хăйсене шыври пулă пек тытма пултаракан предприятисем йĕркелеççĕ. Анчах та тĕрĕс, аталану çулĕпе утма пулăшакан экспорт аталанăвĕн центрĕсĕр кун пек çитĕнӳ тума пулмастчĕ теççĕ усламçăсем. Тĕслĕхрен, 14 предприяти таможня, маркетинг тишкерĕвĕ енĕпе тĕрлĕ çăмăллăх илнĕ. Халь вĕсем пĕтĕм тĕнчери электронлă лапамсене хăйсен таварне кăларма пултарнă. ГРИГОРИЙ ДАНИЛОВ: «Кăçал эпир пулăшнипе экспорта тухнă предприятисен шучĕ пысăкланчĕ. Çак предприятисем 20 миллион долларлăх продукци сутнă». Ытларах ют çĕршывсемпе электротехника, йывăç тирпейлессин, çăмăл промышленнăç, эмаль тата ял хуçалăх производствисен тытăмĕсем аталанса пыраççĕ. Европăра чăваш таварне хапăлласах кĕтеççĕ. Вĕсем тирпейленĕ ял хуçалăх продукцине Европăра уйрăмах кăмăллаççĕ. Çавăнпа та экспорт аталанăвĕн центрĕнче тăрăшакансем предприяти ертӳçисене куравсенче ытларах хутшăнма хистеççĕ. Кăçал 24 предприяти Азербайджан, Казахстан, Узбекистан, Германи, Итали çĕршывĕсенче иртнĕ куравсене хутшăннă. Экспорт аталанăвĕн центрне килекенсене пур енлĕн пулăшаççĕ, мĕн пур çăмăллăхпа тивĕçтереççĕ. Регина Кубайкина, Татьяна Молокова, Николай Скворцов