ru24.pro
Новости по-русски
Декабрь
2021

«Пушкин карттин» хакĕ пысăланĕ

«Пушкин карттипе» усă курасси вăй илсе пырать. Раççей Президенчĕн пуçарăвĕпе кăçалхи кĕркунне çĕршывра «Пушкин картти» проект хута ячĕç. Çакă 14-22 çулхи çамрăксемшĕн питĕ пысăк пулăшу. Унпа вĕсем концертсемпе спектакльсене, тĕрлĕ курава патшалăх шучĕпе, тӳлевсĕр çӳреме пултараççĕ. Çитес çул «Пушкин карттин» хакĕ пысăкланĕ – 5 000 тенкĕ пулĕ. Çав шутран 3 000 тенкине ачасемпе çамрăксем театр-музейсене çӳресе тăкаклама пултарĕç. Тепĕр 2 000 вара кинона кайма май пулĕ. Анчах хамăр çĕршывра ӳкернĕ фильмсене кăна. Малтанласа палăртнă тăрăх, «Пушкин карртипе» усă курассипе Чăваш Ен Раççейри регионсен йышĕнче 8-мĕш вырăнта