Çул-йĕр паха пултăр
Кăçал тĕрлĕ программăпа Чăваш Енре нумай çухрăм çул такăрланчĕ. Ку енпе çитес çул та ĕçлĕç. 2022-мĕш çулта çул-йĕр тытăмне аталантармалли ĕç йĕркине Правительство çуртĕнче тунтикунсерен иртекен ларура сӳтсе яврĕç. Республикăра çулсен юсавĕн пахалăхне çирĕп тĕрĕслесе тăракан лабораторие кĕске вăхăтра хута ямалла. Ăна туса хуни проектсен тата материалсен пахалăхне те ӳстерĕ. Унсăр пуçне конкурссен вăхăтне кĕскетме тата строительство ĕçне йышăнма та пулăшĕ. Ку питĕ кирлĕ ĕç. Кунта лайăх та уçăмлă ĕçлемеллине каларĕ регион ертӳçи. Олег Николаев ял тăрăхĕсенче çулсен проектне тăвассипе тата строительство ĕçĕпе программăна инвентаризацилеме сĕнчĕ. Ăна ял пуçлăхĕсемпе тишкерсе сӳтсе явмалла. Кирлĕ пулсан улшăнусем кĕртмелле. Ку ĕçе карлач уйăхĕнче вĕçлемелле. Унсăр пусне çулсем çинчи фото тата видеосăнавăн пĕрлехи тытăмне те йĕркелесе çитермелле. Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Осипов çул-йĕр фончĕн укçипе мĕнле усă курнипе пĕтĕмлетӳ турĕ. Фонд виçи кăçал ытти çулхисенчен пысăкрах – 5 миллиард тенкĕ ытла. Тупрапа 468 çухрăм тăршшĕ сыпăксене юсанă, çĕнĕ 7 çухрăм çул тунă. Хăрушлăхсăр тата паха çулсем наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăçланă ĕç калăпăшĕ те пысăк. Анчах та укçа-тенкĕ пурпĕрех çителĕксĕр. Ку ĕнтĕ ытларах вырăнти çулсем тĕлĕшпе. Вĕсен тăршшĕ 10 000 çухрăмпа танлашать. Çав шутран 30 проценчĕ çеç нормативсене тивĕçтерет. Ăна валли пĕтĕмпе 9 миллиард тенке яхăн кирлĕ