Паттăрсем асрах
Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Шупашкара «Ĕç паттăрлăхĕн хули» ят парассине çирĕплетекен Хушăва алă пусни пирки пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Шăпах çу уйăхĕнчен пуçласа раштав уйăхĕччен республикăн тĕп хулинче паттăрсене халалласа стела тăвас ĕç хĕрӳ пулчĕ. Ăна уçнă çĕре шартлама сивве пăхмасăр «Раççейри çарпа истори обществи» пĕрлешӳ ертӳçин çумĕ Николай Овсиенко хутшăнчĕ. Мĕнле кăмăл-туйăм çуратнă-ха çак палăк? Ун пирки республика Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулса калаçрĕç. «Хальхи вăхăтра Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсене асра тытас, истори тĕрĕслĕхне упраса хăварас ыйту нихçанхинчен çивĕч. Вăрçă пырса тивмен, хурлăх кӳмен пĕр çемье те çук-çке республикăра, çĕршывра», – терĕ Николай Овсиенко. «Ĕç паттăрлăхĕн хули» - Шупашкарта уçăлнă палăк питĕ килĕшнине палăртрĕ вăл. Истори енĕпе ĕçлекенсем те, республика ертӳлĕхĕ те ку енĕпе тачă çыхăнса ĕçлени çинчен каларĕ. Çамрăксене çак палăкпа паллаштарас тĕллевпе QR-кодсем вырнаçтарма, ачасене стела çине ӳкернĕ заводсене экскурсисене илсе çӳреме сĕнчĕ. Республика Пуçлăхĕ ку ĕçсене пурнăçа кĕртме палăртни çинчен, Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсене халалланă асăну комплексĕ тунă ĕç-хĕл пирки тĕплĕ каласа пачĕ. Паттăрлăх темине Чăваш Енре пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ хăна