ru24.pro
Новости по-русски
Декабрь
2021

Раççей историне вĕрентекен кĕнеке кирлĕ

Паттăрсем çинчен ытларах тĕрлĕ кĕнекере, кинофильмра вуласа пĕлме пулать. Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисене шкул саккинченех мĕнле вĕрентсе ӳстермелле? Патриотлăх туйăмне вĕсенче мĕнле чĕртмелле? Ку тата ытти ыйтăва çак кунсенче «çавра сĕтелте» сӳтсе яврĕç. Ку фильма пĕр кинотеатрта та кăтартмаççĕ. Хальлĕхе вăрçăри çамрăк паттăрсем çинчен тĕрлĕ урок ирттерме, видеоĕçсем кăтартма сĕнчĕ «Раççей офицерĕсем» пĕрлешӳ ертӳçи Сергей Липовой, генерал-майор. Мĕнрен пуçланать паттăрлăх? Тата яш-кĕрĕме мĕнле Тăван çĕршыва юратма вĕрентмелле? Шăпах çак ыйтăва хускатрĕç «çавра сĕтелте». «Ялав, гимн пĕлтерĕшне ăнлантарса шкул саккинченех çамрăксене çак патшалăх символĕсем çинчен каласа памалла. Раççей историне 200 тĕрлĕ кĕнекепе вĕрентеççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕнче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен 5 страницăра çырса кăтартнă. Тулли информаципе ача паллашайманнипе вăл çĕршыв историне те пĕлмест. Ку пысăк çитменлĕх. Тарăн пĕлӳ илеймен, çирĕпленмен ăс-тăнлă çамрăка тĕрĕс çултан пăрса яма вара нумай кирлĕ мар», – терĕ Сергей Липовой генерал-майор. Çавăнпа та чăн-чăн тĕплĕ çырса хатĕрленĕ пĕр кĕнеке кирлĕ терĕ вăл. Ку шухăшпа Раççейри çарпа истори обществин ертӳçин çумĕ Николай Овсиенко та килĕшрĕ. Шăпах вĕсен пĕрлешĕвĕ тăрăшнипе Мускаври темиçе сумлă университет ĕçченĕсемпе пĕрле пысăк ĕç хатĕрленĕ. Владимир Мединский те çак пысăк проекта хутшăннă. Ку кĕнеке концепцине Раççей Патшалăх Думинче пăхса тухма шантарчĕç Анатолий Аксаков тата Алла Салаева депутатсем. Регионсем ăна Раççей Çут ĕç министерстви урлă саккас туса хăйсем патĕнче пилот шайĕнче тĕрĕслесе пăхма пултараççĕ. Наталья Николаева ертсе пыракан Чăваш Енри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ те паттăрсене халалласа, патриотлăх туйăмне çĕклес тĕллевпе тĕрлĕ проект пурнăçланине палăртрĕç тĕл пулура: «Шупашкарти паттăрсен урамĕсем», паттăрлăх урокĕсем, «Ашшĕнчен ывăлне», «Амăшĕнчен хĕрне», «Вилĕмсĕр полк» тата унта тыл ветеранĕсене хутшăнтарни. Республика Пуçлăхĕн гранчĕпе «Хранители» спектакль тата ытти киноĕç. «Чи пахи – çак ĕçсемпе паллаштарнă чухне шăпăрлансем шыв сыпнă пек итлесе ларни, кашни сăмаха ăша хывни», – терĕ Наталия Николаева. Мускавран килнĕ сумлă хăнасем ку паха проектсене ытти регионта та сармалли çинчен пĕлтерчĕç