Пуян вырăс чĕлхи
Хайп, кринж, хейт тата банить. Вырăс чĕлхине кашни çул çĕнĕ сăмах пуянлатать. Иртнĕ çулта кăна 675 неологизм кĕнĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ интернет уçлăхĕнчен килнĕ. Чăваш Енри регион ĕç-хĕлне тимлекен центр «Вĕрентекенсемпе – калаçу» çĕнĕ проект пурнăçлать. Пĕрремĕш тĕлпулурах вырăс чĕлхине тимлĕх уйăрчĕç. 15-16 çулхи ачасем мĕн калаçнине ашшĕ-амăшĕ нумай чухне ăнланмасть те. Çамрăксем хăйсен калаçăвне тĕрлĕ çĕнĕ сăмах кĕртеççĕ. Яшсемпе хĕрсем вĕсемпе ытларах интернет уçлăхĕнче усă кураççĕ. Унтанах чăн пурнăçа «куçаççĕ». Çĕнĕ сăмахсемпе калаçса çамрăксем хăйсен хăйнеевĕрлĕхне палăртасшăн. Çул çитмен ачасем неологизмсемпе перкелешеççĕ. Хăйсем те мĕн каланине ăнкармасăр. Ку вăхăт иртсе каять. Анчах та çак сăмахсем пурнăçа çирĕппĕн кĕрсе юлаççĕ. Тĕслĕхрен, «кукла», чăвашла «пукане» вырăс чĕлхине килнĕ сăмах. Кун пирки халĕ чылайăшĕ пĕлмест темелле. Çĕнĕ сăмахсемпе калаçса çамрăксем хăйсене ăслăрах, чăнкăрах тесе шутлаççĕ. Пуян вырăс чĕлхинче кашни çĕнĕ сăмаха улăштарма пулать. Шел пулин те, шкулсенче вырăс чĕлхин сехечĕсем чакса пыраççĕ. Ку вăхăтра, вырăс классикин хайлавĕсене вуланине, паллах, нимĕн те çитмест. «Çакна кашнин ăнланмалла», – палăртрĕç тӳрĕ эфира хутшăнакансем. Алексей Зотиков, Татьяна Молокова, Николай Скворцов