ru24.pro
Новости по-русски
Декабрь
2021

Окоп та чавнă, çынсене те сипленĕ

Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене çĕклекенсен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк вĕçленет пулин те çакăнпа çыхăннă ĕç-пуç малаллах пырать. Шупашкарти тухтăрсен ăсталăхне ӳстерекен институтра «Çак йывăр кунсем яланах пирĕн асра» ятпа курав уçăлчĕ. 1941 çулхи кĕркунне тĕлне нимĕç çарĕсем Мускав патне çывхарнă, тĕп хулана илсен тăшмана чарма хӳтĕлев хатĕрĕсем кирлĕ пулнă, çак тĕллевпе юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Сăр тата Хусан чиккисене тума йышăннă – Чăваш Енре те çак кунран мобилизаци пуçланнă. Окопсем чавма 170 пин çын хутшăннă, вĕсен тăршшĕ 380 çухрăмпа танлашнă. Ытларах хĕрарăмсем, ват çынсем, ачасем ĕçленĕ. Çак йывăр вăхăтра шурă халатлисем те айккинче юлман, вĕсем те çĕнтерĕве туптанă. ИЛЬМИРА ХУСНЕТДИНОВА: «Григорий Алексеев ячĕллĕ истори музейĕнче Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккине халалланă выставка уçăлнă. Унти экспозицисем хӳтĕлев чиккисенче вăй хунă экспозицисемпе паллаштараççĕ. Тухтăрсем окопсем те чавнă, чирлĕ çынсене те сыватнă, операцисем те тунă». Фронтра та, тылра та. Хĕрарăм тӳпи пур çĕртре те курăмлă. Вăрçă хирне 900 ытла медицина ĕçченĕ кайнă, вĕсенчен 300-ĕшĕ тухтăрсем. 17 шур халатли Совет Союзĕн паттăрĕ ята тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕнче Зоя Парфенова та пулнă. Вăл Улатăрти медсестрасене хатĕрлекен шкулта вĕреннĕ. Гиппократа тупа тăвакансем окоп чавма сахал мар хутшăннă. Сăмахран, Етĕрне районĕнчи Мăн Шемертен ялĕнчи Васса Карпова Ямос поселокĕ патĕнче ĕçленĕ. Вăл Элĕк район больницинче фельдшер пулнă. Куславкка районĕнчи Якунькăри Елизавета Петрова Аслă Куснар çывăхĕнче Хусан чикки чавнă. Асăннă тĕслĕхсем сахал мар – вунă çынна тупнă курава йĕркелекенсем. Вĕсен паттăрлăхе яланах пирĕн асра палăртаççĕ музей ĕçченĕсем. Алексей Зотиков, Екатерина Шиверофа, Юрий Марков