ru24.pro
Новости по-русски
Декабрь
2021

Паттăрлăх асран тухмасть

Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхĕ ĕмĕре. Вĕсене асра тытса Шупашкарти «Салют» культура керменĕнче «Астăвăм чиккинче» фестиваль иртрĕ. Чăваш Енри 10 ытла юрă-ташă ушкăнĕ çав вăхăтри кунсене сцена çинче сăнараларĕ. Концерт пуçланиччен вăхăт пур-ха. Сцена хыçĕнче хĕвĕшӳ. Пĕрисем сăрланаççĕ, теприсем юрă сăмахĕсене аса илеççĕ. Канаш районĕнчен тӳрех икĕ ушкăн килнĕ. НИКОЛАЙ СЕМЕНОВ: «Пĕлтĕрхи çул Канаш районĕнче пирĕн патра уçă урок ирттерчĕç. Вĕсем пире курса паянхи мероприятие чĕнсе илчĕç. Эпир кунта паян икĕ коллективпа килтĕмĕр: ташă ушкăнĕ «Вдохновение» тата «Улах». Улахсем туй кăтартаççĕ, хĕрсем вăрçă вăхăтĕнче çырнă çырусене вулаççĕ». Чăваш Енре пурăнакансен пурин алăкĕнчен те шакканă вăрçă. Тăхланлă çумăр айне лекменнисем тылра хастарлăхпа паларнă. Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккине тунă çĕре пин-пин çын хутшăннă. Ватăсем, çул çитменнисем. ВАЛЕНТИНА ГРИГОРЬЕВА: «Окоп чавнă чухне питĕ йывăр пулнă, çывăрма та çук. Ăна ватă çынсем каласа параççĕ, эпир курма курман-ха ĕнтĕ ăна. Çак паян йĕркелени вăл пысăк уяв. Халь ĕнтĕ вĕсем çинчен нумай пĕлетпĕр. Халь ĕнтĕ вĕсем юлман. Ачисем те пĕлмеççĕ. Пулнăччĕ, каласа панăччĕ. Кăшт маларах пуçламалла пулнă çак япалана». «Астăвăм чиккинче» кăтартăва халăх патне çитериччен 3 уйăх хатĕрленнĕ. Пурне те шута илнĕ: тум-тир, истори, чĕлхе. Сăнарсене калăплама Чăваш Ен Пуçлăхĕн Гранчĕ – 100 000 тенкĕ – пулăшнă. ЭДУАРД КИРИЛЛОВ: «Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене кăтартма эпир Чăваш Республкин Грантне çĕнсе илтĕмĕр. Паян ĕнтĕ килтĕмĕр ăна кăтартма. Пирĕн тĕллев – вĕсене хӳтĕлесе тăракансене, ĕçлекенсене, асаттесене нихăçан та манмалла мар, асăмра тытмалла. Пирĕн вăл яланах парăмра, яланах асра тытмалла». Аслисемпе танах ачасене те явăçтарнă кунта. 70 ытла çын халăх умне тухма хатĕрленет. Вĕсен пултарулăхне хаклакансем – куракансем. – Мăнуксем ташланине курас килет. Çавăнпа концерт курма килнĕ. Вăрçă пурне те пĕр тĕвве пухнă. Выçлăха та, сивве те пăхмасăр пурте, вăрçă хирĕнче те, тылра та,пĕр тĕллев патне ăнтăлнă – йăлтах çĕнтерӳшĕн! Халĕ те юрă-ташă ушканĕсем 80 çул каяллахи пекех пĕрле кар тăрса вăл вăхăтсене тепĕр хут аса илчĕç. Вĕсен те пĕр тĕллев – чикĕсене хăпартакансене тав туса сĕре çити пуç таясси