Пӗлменӗн пӗр тӗрӗ, пӗлекенӗн ҫӗр тӗрĕ теççĕ. Чăваш тĕрри. Мĕн тери илемлĕ те чуна тыткăнлакан ăсталăх. Халăхра вăл кăткăс та пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри шутланать. Чăваш тĕрринче тăван халăхăн пуян историйĕ упранать. Несĕлсен ăсталăхĕ паянхи кун çĕнĕлле вăй илсе пырать. Унăн пĕлтерĕшне упраса хăварас, анлăрах сарас тĕллевпех республикăра чăваш тĕррин кунне те никĕсленĕ. Çак уява халалласа республикăра чылай ĕç-пуç йĕркеленет. Калăпашлă пулăмсенчен пĕри – «Тĕрленĕ Чăваш Ен» акци. Вăл пулăшнипе пир çине куçнă республика карттипе малашне кашниех киленме пултарĕ. Тĕрре кун çути парнелеме тĕрлĕ районсенчи ăстасем хутшăннă. Кун пирки – малалла тĕплĕнрех. Виçĕ уйăха яхăн тĕрĕ ăстисем куллен алла йĕппе çип илнĕ. Йывăç-тĕм, çаран-улахĕ, ял-хула таврашĕ – пĕтĕмпех пĕр пир çинче. Хĕрлĕ, симĕс, сарă – ăстасем кашни тĕсе вырăнлă усă курма тăрăшнă. Пĕрлĕхле – вăй. Çак каларăша тĕпе хурса куллен тăрăшнă та ăстасем. Калăпăшлă ĕçе республикăра тĕрлĕ районти тĕрĕ маçтăрĕсем тĕрлеме кăмăллакан вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, музей, вулавăш, культура çурчĕ ĕçченĕсем хутшăннă. ИРИНА МЕНЬШИКОВА: «Вĕсем кашни хăйĕн районĕн карттине тĕрлерĕ. Карта çине районти сарăлнă тĕрĕ паллисене вырнаçтарчĕ. Кайран эпир вĕсене пурне те Чăваш тĕррин музейĕнче пуçтартăмăр та, вара ун хыççăн «Паха тĕрĕ» маçтăрăсем вĕсене пурне те пĕрлĕ пĕр пысăк карттăна пуçтарчĕç. Çапла вара пирĕн «Тĕрленĕ Чăваш Ен» пулса тачĕ». Палăртса хăвармалла, пĕлтĕр те çакăн йышши пысăк акци иртнĕ. Çак проекта республика Пуçлăхĕ пуçарнă. Ун чухне Чăваш Енри ăстасем «пĕрле» сурпан тĕрлеме пултарчĕç. Чăваш Республикин карттине вара пĕрремĕш хут 1937- мĕш çултах çип вĕççĕн пир çине куçарса кун çути парнеленĕ. Паянхи кун вăл музейра упранать. Кăçалхи акци пулăшнипе тĕрленĕ республика картти те малашне муйзейра тирпейлĕн упранĕ. Маргарита Мельникова, Бахтияр Велиев