Кĕнеке – пĕлӳ çăл куçĕ тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Мĕн ачаран кĕнеке тĕрлĕ юмах-халаппа паллаштарать, шкул ӳсĕмĕнче çĕнĕ пĕлӳ пухма пулăшать. Кĕнеке хавхалану парнелекен, шухăш вылявне ирĕке яма май паракан асамлă хатĕр пулса тăрать тейĕн. Кĕнеке упранакан паха вырăн вара – вулавăш. Кăçал Чаваш наци вулавăшĕ 150 çул тутларнине халалласа чылай ĕç-пуç йĕркелерĕ. Черетлĕ курава та, шăпах, çавра çула халалланă. «Манăн пурнăçри кĕнекесем» куравра Чăваш Республикинчи паллă çынсен килĕнчи вулавăшĕнче упранакан паха та кăсăклă кĕнекесен пухмачĕпе паллашма пулать. «Кĕнеке çĕнĕ пĕлӳ парнеленисĕр пуçне, пурнăçра çĕнĕ утăмсем тума, çитĕнӳ патне утма хавхалану туйăмĕ те парнелет», – палăртаççĕ куравра хайсен юратнă кĕнекисене тăратнă хастарсем. Сăмах май, куравра 12 паллă çын хутшăнма кăмăл тунă. Çакна май кĕнекесем упранакан сентрсем те 12. Вĕсемпе кашниех паллашма пултарать те. РОЗА ЛИЗАКОВА: «Хам юратнă кĕнекесем хушшинче, паллах, Александр Сергеевич Пушкинăн «Евгений Онегин» кĕнекийĕ. Çавăнпа та çакăнта, çак выстăвкăра пур вăл. Эпĕ вăл кенекене пурне те кашни çул пĕрмаях вулама сĕнетĕп. Манăн шутпа, вăл пирĕн тĕнчери, литература историйĕнчи питĕ калăпăшлă, питĕ хăйĕн вырăнĕнчи кĕнеке». Хăшĕсем илемлĕ литературăна кăмăллаççĕ, теприсем вара шухăша яракан, пурнăç çулĕпе тĕрĕс утма хăнăхтаракан сĕнӳ-канаш паракан философилле е психологи ăслăлăхĕпе çыхăннă кĕнекесене кăмăллаççĕ. Василий Семенов, çак вулавăша студент чухнех сукмак такăрлатнă. Халĕ вăл ăста усламçă. Апла пулин те, чун киленĕçне валли вăл яланах вăхăт тупать. Шăпах хăш чухне канăç паман ыйтусен хуравне тупма кĕнеке страницисем пулăшаççĕ те. ВАСИЛИЙ СЕМЕНОВ: «Ĕмĕр сакки сарлака. Вăл пирĕншĕн чаплăран та чаплă, хаклăран та хаклăскер. Истори пирки. Кайран мана питĕ тĕлĕнтерчĕ Дейл Карнеги. Вăл çынсемпе мĕнле калаçмаллине, шухăшламаллине вĕрентет». Паллă çынсен кăмăл туйăмне, аталанăвне, тавра-курăмне витĕм кӳнĕ кăсăклă авторсемпе, хăйнееверлĕ кĕнекесемпе наци вулавăшĕнче çитес çулхи пуш уйăхĕчченех паллашма май пулĕ. Маргарита Мельникова, Надежда Макашина, Николай Скворцов