ru24.pro
Новости по-русски
Ноябрь
2021

М.Михайлов ячĕллĕ опера фестивалĕ пуçланчĕ

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче – пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ. Ăна чăвашсен паллă юрăçине, Етĕрне уездĕнче, халĕ Вăрнар районне кĕрет, çуралса ӳснĕ Максим Михайлова халалласа йĕркелеççĕ. 31-мĕш фестивалĕн пĕрремĕш оперипе куракансем паллашма та ĕлкĕрчĕç. Уяв мĕнле уçăлни тата «Алеко» опера театра пынисен чун-чĕринче еплерех кăмăл-туйăм çуратнине пирĕн пултарулăх ушкăнĕ пахаларĕ. Вут-çулăм сирпĕтекен вулкан, чикан тапăрĕ, пĕр вĕçĕм хĕрсе тăракан юрату туйăмĕсем – опера уявне уçнине çапларах сăнлама пулать. Фестивалĕн пĕрремĕш кунĕнче сцена çинче премьера – Александр Пушкинăн «Цыгансем» поэми тăрăх лартнă Сергей Рахманиновăн пĕр актлă «Алеко» опери. Кунта - ирĕклĕх, юрату историйĕ, хĕру туйăмсем, улталани, сутни. Çамрăк каччă, аристократ, цыган хĕрĕшен, Земфирăшăн, хăйĕн обществине, пурнăç йĕркине тĕпрен улăштарни. – Артисчĕсем питĕ лайах выляççĕ. Питĕ ăшă. Кăмăла çĕклесе ячĕç манне. Питĕ савăнăçлă каятăп эпĕ халь. Сцена çинчи пулăмсем питĕ хăвăрт аталанса пыраççĕ: пĕри теприне сутни, чуна уçни, Земфира тата унăн савнийĕ пурнăçран уйрăлни. Пĕр сехет пыракан оперăра куракан та унти сăнарсен пăшăрханăвне туйма пуçлать. – Çĕр çинче юратусăр пурăнма май çук. 31-мĕш фестивалĕн ытти кунĕсенче те куракансене çавăн пекех илемлĕ те хăватлă оперăсем кĕтеççĕ. Çак кунсенче – «Кармен» тата «Севильский цирюльник» сцена çинче курма май пулĕ. Опера уявĕ чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче пысăк гала-концертпа хупăнать