ru24.pro
Новости по-русски
Ноябрь
2021

Çивĕч ыйту татăлнă?

3 уйăх вырăнне – 5 уйăха яхăн. Çакăн чухлĕ вăхăта тăсăлса кайнă Йĕпреçри «Асамат кĕперĕ» ача пахчинчи тавралăха хăтлăх кĕртес енĕпе пуçарнă ĕçсем. Çивĕч ыйтăва пула шăпăрлансем килте ларнă е çывăхри сатсене çӳренĕ. Палăртнă ĕçе вăхăтра вĕçлеменнипе регион ĕçне тимлекен центрне те çăхав çитнĕ. Паянхи куна ача пахчин тавралăхне çĕнĕ сăн кĕртнĕ-и тата мĕнле майпа шăпăрлансем сада çӳреççĕ? Кăна пирĕн пултарулăх ушкăнĕ вырăна çитсе тĕпчерĕ. Йăл кулă, хаваслă сасă аякранах илтĕнет. Йĕпреçри «Асамат кĕперĕ» ача сачĕ шăпăралансемшĕн тунсăхлама ĕлкĕрни туйăнать. Кунта утă уйăхĕнчех территори таврашне хăтлăх кĕртес енĕпе ĕçсем пуçланă. Палăртнине авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче вĕçлемелле пулнă. Асфальтне сарнă-ха, анчах проектпа килĕшӳллĕн тата урамри вăйă лапамне пĕчĕк архитектура кӳлеписене вырнаçтармалла. Пăтăрмах сиксе тухнине пула ĕçсем тата 2 уйăха тăсăлса кайнă. Вăхăт иртнĕ, анчах çĕнĕ хатĕрсене ача садне илсе çитереймен. Çавна май, ĕçсене пĕтĕмĕшле вĕçлемесĕрех администраци ĕçченĕсен килĕшĕвĕпе, чӳк уйăхĕн 10-мĕшĕнче ача сачĕ хăйĕн тусĕсене тепĕр хут йышăнма пуçланă. ИГОРЬ СЕМЕНОВ: «Паянхи кун ремонт ĕçĕсем вĕçленнĕ, ачасен нимĕнле хăрушлăх та çук, комисси йышăнăвĕ пур, çавăнпа та ачасем пурте садике çÿреççĕ. МАФ тетпĕр ĕнтĕ, вĕсем паян производствăран тухман. Кăçал май пулмарĕ пулсан, эпир контрактне ĕç тунă чухлĕ пăрахăçа кăларса тепĕр çула юлать». Проектпа килĕшÿллĕн, ача пахчин тавралăха хăтлăх кĕртсе пĕтĕрмен, хăйăр вырăнĕсене, ача-пăча тăвăсене вырнаçтарман, шăпăрлансене вара йышăнма пуçланă. АЛЕНА ЯРЧЕЕВА: «Çак садик нихăçан та япăх пулман маншăн, вăл ялан ырă кĕтсе илет пире. Çак ача садне кĕрсессĕнех ачасен, ашшĕ-амăшĕсен кĕрессĕнех чун савăнать, мĕншĕн тесен тавраналла пăхатăн та, ачан çурчĕсем, вылямалли вырăнсем, спортпа аталанмалли турниксем, чечек ландшафчĕсем пирĕн çине пăхса тăраççĕ». Вĕçленмен проектăн малашлăхĕ мĕнле пуласси хальлĕхе паллă мар. Тен, çитес çул вăл хăйĕн ĕçне вĕçлет, тен, çаплах тăрса юлать? Ашшĕ-амăшне çак лару-тăру хăрушлăх кăларса тăртмасть. Эппин çивĕч ыйту татăлнă? Юлия Адюкова, Екатерина Никитко, Игорь Зверев