ru24.pro
Новости по-русски
Ноябрь
2021

«Чăваш арчи»

Авалхи вăхăтра чăваш ялĕнчи кашни килтех арча упраннă. Унти тупра асамлăхпа тыткăнланă. Паянхи чăваш çамрăкĕсем пуянлăха йывăçран ăсталанă хатĕрте упрамаççĕ пулин те, вĕсем хальхи йышши арча пулăшнипе ыттисене тăван чĕлхене вĕрентме пултараççĕ. Çак кунсенче Чăваш патшалăх университетĕнче «Чăваш арчи» проект пурнăçланма пуçларĕ. Унпа килĕшÿллĕн волонтерсем ачасемпе çамрăксене чăваш чĕлхине çĕнелле вĕрентеççĕ. Кун пирки тĕплĕнрех Юлия Адюкова репортер каласа парĕ. ЮЛИЯ АДЮКОВА: «Чăваш арчи хайнеевĕрлĕ те пуян, унта темĕн чухлĕ япала упранать: пукане, календарь, ручка тата ытти методика метарилĕ. Çак хатĕрсем волонтерсене урок ирттерме пулăшаççĕ те». Пӳлĕмре чăваш сĕмĕ хуçаланни урок пуçланичченех туйăнма тытăнчĕ. Пуян тĕрĕ-эреш, паллăсем, тăван чĕлхепе пуплекен пикесем. Вăйă мелĕпе йĕркеленĕ урокра парттăсем те, кĕнекесем те çук. Вĕрентекен тивĕçне те студентсене – пулас филологсене шанса панă. Çапла, «Чăваш арчи» проект çĕнĕлле йĕркепе, интерактивлă технологисем пулăшнипе пурнăçа кĕрет. Паллашу саманчĕ, «Манăн кил-çуртăм Чăваш Енĕм» викторина, ташă-юрă тата ытти те. Урока çамрăксем çеç мар, вĕрентекенсем те тулли кăмăлпах сăнаççĕ. ЕЛЕНА ЧЕКУШКИНА: «Чăваш чĕлхипе интереслентерес тесен ĕлĕкхи меслетсем кăна пире çитмеççĕ, çавăнпа та çак проект пире меллĕ пулчĕ. Эпир студентсене чăваш чĕлхине вĕрентнĕ май халь вĕсене кунта практикăра тĕрĕслерĕмĕр тĕрессипе, тен, малтан кăшт интересленсе кайманнисем те, çакăн пек вăйă мелĕпе урок курнă хыççăн викторина ирттернĕ хыççăн, ташланă, юрланă хыççăн вĕсен темле кăмăл çуралчĕ». «Чăваш арчи» проектăн тĕп тĕллевĕ чăваш чĕлхине çамрăксен хушшинче аталантарасси, тĕрлĕ халăх çыннисен туслăхне, пĕрлĕхне çирĕплетесси. АЛЕНА ИВАНОВА: «Эпир халĕ ĕнтĕ студентсемпе колледжсенче университетри ытти факультет студенчĕсемпе ирттертĕмĕр. Шкулсене çитсе курас ĕмĕт пур. Пирĕн студентсем кунран кун ÿссе, çирĕплĕнсе пыни туйăнать. Вĕсем аталанаççĕ». Вĕрентекен пулма, паллах, çăмăл мар. Кăна урок ирттерекен волонтерсем те çирĕплетеççĕ. Çапах яланах шыравра пулни, тус-пĕлĕшĕсене кăсăклантарма май пурри вĕсене малалла çирĕппĕн утма хавхалантарать. АННА ЛАПШИНА: «Урок пире пурне те килĕшрĕ, пурте ырă кăмăлсемпе тухса кайрĕç. Кунта килнишĕн эпир пĕрре те шĕллемеремĕр, манăн одногруппниксем те питĕ савăнăçлă пулчĕç, вĕсен пичĕсем çинче йăл кулă». СОФЬЯ ПЕТРЯКОВА: «Сĕре интереслĕ, туслă, кăмăллă иртсе кайрĕ, çĕнĕ форматпа. Эпĕ çак урокра пĕлмен япаласене пĕлтĕм». «Чăваш арчи» проекта пурнăçа кĕртме Раççейри халăхсен тăван чĕлхисене упракан тата тĕпчекен фонд йĕркелнĕ конкурсра тĕрев укçине çĕнсе илни пулăшнă. Пĕр уйăхра волонтерсем 1000 ытла çамрăка чăваш чĕлхипе вăрттăнлăхне уçса пама, унпа ытларах та ытларах кăсăклăнтарма палăртаççĕ. Юлия Адюкова, Игорь Зверев