ru24.pro
Новости по-русски
Ноябрь
2021

Пĕчĕк паллăн пысăк пĕлтерĕшĕ

«Санăн QR-код пур-и?» текен ыйту паянхи кун чи анлă сарăлнисенчен пĕри. COVID-19 вирусран хӳтĕлекен прививка тунине е çак амака нумай пулмасть чирлесе ирттернине çирĕплетекен ятарлă паллă темиçе эрне ĕнтĕ суту-илӳ центрĕсен, апатлану вырăнĕсен тата тĕрлĕ учреждени алăкĕсене уçма ирĕк парать. Хăшĕ-пĕри çак çĕнĕлехе хирĕçлет, тепри вара «COVID-FREE» лапамра вăхăта сывлăхшăн пăшăрханмасăр ирттерме май пуррине пĕлтерет. Пĕри пăрăнса каялла каять, тепри кĕрет. Çапла, суту-илӳ центрĕсене тата халăх пухăнакан ытти вырăна прививка тунине ĕнентерекен QR-кодсăр иртме май çук паян. Йĕрки çапла. Тĕрĕслевçĕсемпе тавлашса хăш-пĕр саманта сӳтсе явакан та сахал мар. Пĕчĕк паллăн пысăк пĕлтерĕшне тата унăн усăлăхне медицина учрежденийĕсенче тăрăшакансем чи малтан туйса илнĕ. Республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕн тухтăрĕ Игорь Эриванов COVID-19 амак çаклатнисемпе пандеми пуçланнăранпах ĕçлет. Ун чухне палатăра та, коридорта та пĕр-пек лару-тăру – кăшăллă вируспа чирленĕ пациентсем пулнине аса илет. Халĕ иртсе çӳрекен вырăн ирĕклĕ, палатăсен 30 проценчĕ пушă. ИГОРЬ ЭРИВАНОВ: «180 вырăн пулнă пулсан, халь пирĕн 120 вырăн ĕçлет, реанимаци уйрăмĕнче халь пирĕн 11 пациент, 2 эрне каялла 18 пациент пулнă пулсан, халĕ ак çăмăлланса çитрĕ. Çак QR-кодсем тĕрĕслеме пуçланă хыççăн халăх питĕ прививкăсем тума пуçларĕ. Çак çăмăллăх тесе шутлатăп, пирĕншĕн, пире ĕçлеме çăмăлрах, мĕншĕн тесен чирлекенсем сахалланса пыраççĕ. Пурне те каласшăн, прививка тăвăр тархасшăн тесе, вилекенсем питĕ нумай, прививка туман çынсем». Васкавлă пулăшу уйрăмĕнче вăй хуракансем те «çĕнĕлле» ĕçлеме пуçланă тейĕн. QR-код йĕркине кĕртнĕренпе «103» номерпе шăнкăравлакансен йышĕ чакнă. Çакна сăмах çеç мар, экран çинчи кăтарту та палăртать. ТАТЬЯНА КУЗНЕЦОВА: «Юпа уйăхĕн вĕçĕнчи чÿк уйăхĕнче васкавлă пулăшăва килекен шăнкăравсем самай сахалланчĕç. Юпа уйăхĕн вĕçĕнче 19 000 шăнкăрав килнĕ пирĕн опретивлă отдела. Чÿк уйăхĕнче эрнере 13 000 шăнкăрав килет, самай сахалланчĕç. QR-кодсем кĕртни пулăшрĕ, чарусем тытăнса пыни пулăшрĕ». Вакцинаци пункчĕсене çитсе сыхлăх шĕвекне шала яртарас шухăшлисен йышĕ вара кунсеренех ӳссе пынине пĕлтереççĕ тухтăрсем. Шупашкарти пĕрремĕш клиника больницин тĕп тухтăрĕн çумĕ Анна Осипова палăртнă тăрăх поликлиникăна прививка тутарма кунсерен пине яхăн çын килет. Çак кăтарту малтанхипе танлашатрсан 700-800 çын ытларах иккен. Юлия Адюкова, Анна Цинтовская, Павел Иритков