ru24.pro
Новости по-русски
Ноябрь
2021

Чи лайăх муниципалитет ĕçченне суйлаççĕ

Малашлăхшăн ĕçлекен, çĕнĕлле шухăшлакан, пуçаруллă та хастар, хăйсен ĕçне тивĕçлĕ пурнăçлакан специалистсем пĕр çĕре пуçтарăнчĕç. 9-мĕш çул пирĕн республикăра «Чи лайăх муниципалитет ĕçченĕ» конкурс ирттереççĕ. Кăçал та унта чи маттур та пуçаруллă специалистсем хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем Чăваш Енри хулапа районсен аталанăвне пырса тивекен проектсем çырнă. Паян шăпах вĕсене хӳтĕлерĕç. Сĕнтĕрвăррисем çӳп-çап пăрахмалли контейнерсене 2007-мĕш çултах лартма пуçланă, анчах та укçа-тенкĕ çитменрен ырлăх кашни яла çитеймен. 2018-мĕш çулта «Халăх пуçарăвĕ» республика программипе килĕшӳллĕн Октябрьски ял тăрăхĕнчи 6 яла çӳп-çап пăрахмалли контейнерсемпе тивĕçтернĕ. ЛАРИСА ДАЛЫЗИНА: «Çав контейнерсенчен администрацинчи контейнерсем те пур. Тата экоцентăрпа тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, вĕсен контейнĕрĕсем те пур. Ялсенче, урамсенче халь пирĕн таса. Çак контейнер площадкисене пире пăхса тăма яланах старостăсем пулăшаççĕ. Урамсенче эпир урам комитечĕсем йĕркеленĕ. Унта хăйсен старостисем пур. Вĕсем çуллахи вăхăтра контейнер площадки тавра утă çăлса тăраççĕ. Хĕллехи вăхăтра вара юр уçса тăраççĕ. Çакă пысăк спецмашинăсене турттарса кайма пысăк çăмăллăх парать». Ял шăпишĕн, унти хăтлăхпа тасалăхшăн ĕçлекен хастарсене хавхалантармалла. Тракенсем ял старостисене ĕç укçи тӳлеме сĕнеççĕ. МАРГАРИТА АЛЕКСАНДРОВА: «Пирĕн кашни ялтах старостăсем пур. Вĕсен ĕçĕ питĕ йывăр. Вĕсем кашни çыннăн нушине пĕлсе тăрса ял администрацине килсе çак ĕçе мĕнле татса памаллине калаçаççĕ. Ĕçлемелли, паллах, нумай питĕ старостăсен, вĕсем хăйсем кăна тăваймаççĕ çак ĕçе, çавăнпа халăхпа тачă çыхăнса ĕçлесе, пирĕнпе пĕрле, ял администрацийĕпе пĕрле эпир халăхăн нушине тĕрлĕ ыйтăвĕсене татса пама тăрăшатпăр. Çак ĕç çинчен каласа парасшăн пултăм ĕнтĕ хам проектра». Муркаш районĕн мăшăрлану керменĕн пай пуçлăхĕ Елена Иванова «Пĕрле – яланлăха» проектпа килĕшӳллĕн уйрăлас шухăшлă мăшăрсене сыхласа хăварма, тимлĕх уйăрма ыйтать. ЕЛЕНА ИВАНОВА: «Эпир, загс ĕçченесем, кулленхи ĕçре тăтăшах тĕрлĕ çемьесемпе тĕл пулатпăр. Çамрăк мăшăрсемпе кăна мар, тĕрлĕ стажлă çемьесемпе ĕçлетпĕр. Вĕсен ыйтăвĕсене курса тăратпăр. Çавăнпа та эпир вĕсене йывăр лару-тăруран тухма пулăшасшăн. Тĕрĕс канашсем парса вĕсен çемйисене упраса хăварасшăн. Çак клуб ĕçленĕ май пирĕн районта туслă та çирĕп çемьесем нумай пуласса, пĕр-пĕринчен уйрăлма шут тытнă çемьесен йышĕ чакасса шанса тăратпăр эпир». Ларура кашни проекта тӳресем хак параççĕ. Çулталăк вĕçĕнче вара конкурса хутшăнакан 27 специалист хушшинче çĕнтерӳçĕ паллă пулĕ