ru24.pro
Новости по-русски
Ноябрь
2021

Театрсен фестивалĕ

Чăваш Енре «Театрлă Атăлçи» фестиваль пуçланнă. Вăл Атăлçи тăрăхĕнчи кашни регионта иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ – çамрăксене театр ĕçне явăçтарасси, Мельпомена çулĕпе утакансене хавхалантарасси. Чăваш Енри студент тата шкул театрĕсем темиçе номинацире тупăшма пултараççĕ, постановкăсем лартма грантсем çĕнсе илме май пур. Çамрăксем ку фестивале тĕплĕ хатĕрленеççĕ. Вĕсем Вырăс драма театрне Александр Островскин «Пысăк укçа» пьесине куракан пек çеç мар, артистсен ăсталăхĕпе паллашма та килнĕ. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те ăна хакларĕ. Вырăс драма театрĕ лартнă «Пысăк укçа» пьесăри ĕç-пуç Мускавра XIX-мĕш ĕмĕр варринче пулса иртет. Çăмăл майпа тупăш тăвас кăмăллă çынсен хушшинчи хутшăнусен ыйтăвне хускатнă унта. Пьесăри тĕп сăнар – Васильков. Вăл усламçă. Лидия Чебоксарова пикене юратса пăрахнă. Чун савшнишĕн тем тума та хатĕр. Çапах та арçын шутлама та пултараймась çак пике ăна улталанине. Çăмăлттайскер енчен енне укçа сапалама кăмăллать, çын пуянлăхне ним вырăнне хумасть. Артистсен ăсталăхĕ çӳллĕ шайра пулнине палăртаççĕ çамрăксем. Вĕсем те хăçан та пулсан çакăн пек пысăк сцена çине тухма ĕмĕтленеççĕ. «Пушкин карттине» кĕртнĕренпе театра килекенсен ытларах пайĕ çамрăкланнине палăртаççĕ кунта ĕçлекенсем. Ку, паллах, пурне те савăнтарать. Çавăнпа та малашне яш-кĕрĕме кăсăклантаракан хайлавсем ытларах кĕртесшĕн вĕсем. Литература урокĕнче вуласа ĕлкĕреймен хайлавсемпе тĕплĕнрех паллашас кăмăллисене кунта яланах кĕтсе илме хатĕр. Театра «Пушкин карттипе» килнĕ – 6 000 билет хуçине палăртрĕç паян. Вăл Шупашкарти 2-мĕш лицейра ăс пухакан Никита Васильев – 4-мĕш ретре лараканскер тĕлĕннине пытармарĕ. «Театрлă Атăлçи» фестивале хутшăнакан яш-кĕрĕм хăйсене «Чи лайăх ача-пăча спектаклĕ», «Чи лайăх актер», «Чи лайăх режиссер ĕçĕ» номинацире çĕнтерме пултараççĕ. Номинацире çĕнтерекенсене 100-200 000 тенкĕ парса чыслаççĕ. Чăваш Енре «Театрлă Атăлçи» регионти тапхăр юпа уйăхĕнчен пуçласа раштав уйăхĕччен пырать. 2022-мĕш çулхи пуш-ака уйăхĕсенче финал иртет. Регина Кубайкина, Татьяна Молокова, Юрий Марков