ru24.pro
Новости по-русски
Ноябрь
2021

Юсав вĕçленмест-ха

Юсав ĕçĕн ыйтăвĕ Çĕнĕ Шупашкарта та çивĕч. Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕ юсав хыççăн хута каясса спортменсемпе тренерсем те, спортпа туслă ытти çынсем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. 40 çул каялла Мускавра Олимпиада иртнĕ çул хута янă ăна. Çавна май вăл самай кивелме ĕлкĕрнĕ. Республикăри спорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш шкулĕнче пыракан юсав ĕçĕсем палăртнă планран кая юлса пыраççĕ. Çавăнпа та 2022-мĕш çулсăр вĕçленмеççĕ. Ку проекта çĕнетнипе çыхăннă, мĕншĕн тесен ăна 6 çул каяллах хатĕрленĕ. Çавăнпа та вĕсем хăрушсăрлăх йĕркине тивĕçтермеççĕ, кивелнĕ. Пĕтĕм документа патшалăх экспертизине янă, раштав уйăхĕн варринче çеç вăл хатĕр пулать. Пĕр вырăнтах 35 спорт тĕсĕпе ăмăртусемпе тренировкăсем ирттерме май паракан спорт комплексĕнче реконструкци 2006-мĕш çултах пуçланнă. Малтанах 50-метрлă бассейна çĕнетнĕ кунта. Анчах та паян реконструкци малалла пынă май, спортсменсем тренировкăсене ирттереймеççĕ. Пĕтĕмпе реконструкци валли 271 млн тенкĕ уйăрнă. Палăртнине пурнăçа кĕртсен тултан та шалтан та улшăнса çĕнелĕ вăл. Тренировкăсем ирттерме çеç мар, Раççей шайĕнчи ăмăртсене йĕркелеме те меллĕ те хăтлă пулĕ