ru24.pro
Новости по-русски
Ноябрь
2021

Ĕçлĕ килĕшӳ çирĕплетрĕç

Чăваш Ен ĕçлĕ çыхăнусене çирĕплетет. «Альфа-Банк» пĕрлешӳпе тухăçлă ĕçлес тĕллеве ятарлă килĕшӳ алă пусса çирĕплетнĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тата асăннă пĕрлешӳн ертӳçĕсен канашĕн пĕрремĕш çумĕпе Олег Сысуевпа пĕлтерĕшлĕ самантсене те сӳтсе яврĕç. Килĕшӳ çирĕплетнĕ май, малашне республикăра пурăнакансем паянхи пурнăçа тивĕçтерекен банк пулăшăвĕсемпе усă курма пултарĕç. Кирлĕ хута алă пусни çавăн пекех регионти социаллă пурнăç тытăмне, экономика аталанăвне те ырă витĕм кӳнине палăртрĕç тĕлпулура. Инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕ май канашласа пĕрле тухăçлă ĕçлеме май пулнине те асăнса хăварчĕç ĕçлĕ ларура. Услам ĕçне пуçаракансене те çăмăллăхсемпе тивĕçтересси юлашки вырăнта мар. Промышленоç, агропромышленоç, суту-илӳ, туризм, электроэнерги, транспорт тытăмне аталантарссипе çыхăннă проектсемпе те пĕрле тимлессине палăртрĕç. Пĕчĕк тата вăтам услам ĕçне аталантарасси, çак ĕçсене пуçаракансене хушма пулăшупа, çăмăллăхсемпе тивĕçтересси малти вырăнта пулĕ. Палăртса хăвармалла, «Альфа-банк» пĕрлешӳ республикăра 2006-мĕш çултанпа ĕçлет, хăйне ырă енчен çеç кăтарма пултарнă терĕç тĕлпулура. Паянхи куна унăн пулăшăвĕпе 4700 юридици сăпачĕсем тата 44 000 ытла çын усă курать