ru24.pro
Новости по-русски
Ноябрь
2021

Çурт-йĕр ытларах тума пуçланă

Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăçалхи 10 уйăхри кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕç. Вак суту-илӳ çаврăнăшĕпе строительство тытăмĕнче ĕç калăпăшĕ ӳснĕ, пурăнмалли çурт-йĕр хăпартассипе те кăтарту пысăк. Кăрлач-чӳк уйăхĕсенче промышленность производствин индексĕ 100,8% процентпа танлашать. Ку енĕпе Чăваш Ен Федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи регионсем хушшинче-13-мĕш, çĕр-шывра 69-мĕш вырăнта. Промышленность предприятийĕсем 225 миллиард тенкĕллĕх продукци туса кăларнă. Кунта Вăрнар районĕ кăтартуллă ĕçленине палăртмалла. Ял хуçалăх тытăмĕнче те ӳсĕм тунă:сĕт, чăх çăмарти, пахча-çимĕç туса илесси пысăк. Апла пулин те ял хуçалăх продукцийĕн производство индексĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан пĕчĕкрех. Çакă тухăç чакнипе çыхăннă. Строительство тытăмĕнче те тăрăшса ĕçленине палăртмалла. Çурт-йĕр тăвасси 32 процент ӳснĕ. Сăмах май, 2021-мĕш çулта 716 000 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр тума тĕллев лартнă. Тулашри суту-илӳ çавранăшĕ 18 процента çитнĕ. 10 уйăхра вăл 10 миллион долларпа танлашнă. Чăваш Енри хими, апат-çимĕç промышлленноçĕ тата электротехника предприятийĕсем хăйсен таварĕсене экспорта кăларса тупăшлă ĕçленине те палăртмалла