ru24.pro
Новости по-русски
Ноябрь
2021

Тивĕçлĕ майсем пуласса шанаççĕ

«Ирхине автобус вăхăтра килменнипе ĕçе кая юлса çитетпĕр. 19:30 минут хыççăн таврăнаймастпăр, автобус çук. 33-мĕш автобус 55 минут кĕтрĕм. Питĕ хытă шăнтăм, урасем пĕлми пулчĕç. Пулăшăр». Шупашкарти «Çĕнĕ хула» микрорайонта пурăнакансем 33-мĕш автобус вăхăтпа çӳременнине е кĕтсе илейменнине пĕлтереççĕ. Ку ыйтăва пирĕн репортёр Алексей Зотиков уçăмлатма тăрăшрĕ. ОЛЬГА ПОРТНОВА: «Питĕ пысăк чăрмав 33-мĕш маршрутпа хулана тухма. Уйрăмах кану кунĕсенче. Маршрут ăçта çитнине, миçе минутран пулнине хутлам çинсе кăтармасть. 45 минут, пĕр сехет тăратпăр чарăнура. Кĕтсе илейместпĕр». «Микрорайонтан хулана тухма та, çĕнĕ хулана каялла таврăнма та – чĕр нуша. 20-мĕш троллейбус Шупашкар проспекчĕпе çӳренĕ чухне унпа ларса тухаттăмăр. Халĕ вăл Илья Прокопьев урамĕпе кайнипе эпир унпа усă кураймастпăр», – тет кунта пурăнакан Ольга Портнова. Пăшăрхантаракан ыйту ĕнер-паян сиксе тухманнине палăртать вăл. ОЛЬГА ПОРТНОВА: «Малтан пĕчĕк маршрутка çӳренĕ чухне, паллах, унта çын нумайччĕ, çапах та час-час çӳретчĕ кашни пиллĕк минутра. Пысăк автобус çине куçрăмăр та пăтăрмахсем пуçланчĕç». Автобуссем çине хулари ытти маршрут та куçнă. Çапах та 33-мĕш маршрутăн çул çӳревĕ халĕ те, темшĕн, йĕркеленсе пĕтеймест. – Вĕсем вăхăтра килмеççĕ. Хăçан кĕтмеллине те пĕлместпĕр. 15 минутран е 30 минутран. Çавăнпа эпир пĕрремĕш мĕн килет – унта ларатпăр. «Çĕнĕ хула» вĕçĕччен кайса унтан çĕнĕ кăнтăр районне 20 троллейбуспа каятпăр. Инçе мар пулсан та палăртнă вырăна темиçе транспорт хатĕрне улăштарса çитме тӳр килет кунта пурăнакансен. Ирхине е каçхине вара пĕр автобуса та кĕтсе илеймен тапхăр та пулать иккен. – 19:30 минутран «Çĕнĕ хуларан» юлашки автобус тухать. Пирĕн ĕçе каçхи сменăна 22:00 çитмелле тетпĕр. Эпир «Шупашкар» универмагĕ таран каятпăр теççĕ водительсем. «Мĕнле çитес тетĕр – çапла çитĕр», – хуравлаççĕ вĕсем пире. Автобус водитĕлĕсем те хăйсене тӳрре кăларасшăн. Кашни кун ирхи 5:00 сехетрен пуçласа каçхи 21:00 сехетчен çӳренине калаççĕ вĕсем. – Пиллĕкрех пуçлатпăр эпир. Кашни кунах. Кану кунĕ е ĕçлемелли кун. Пысăк чăрмавсем яланах пробкăсем пирĕн. Пĕр еннеле пулать сехет çурă каян, пирĕн пĕр сехет каймалла. Çул япăххипе пăкăсем. Ярмаркăра тăратпăр. Богдан Хмельницкийпе граждан урамĕсенче ремонт пирки яланах унта. «Паян маршрутра 8 автобус. Кашниех 15 минутран кайса тăрать. Пăкăсене лекни çак вăхăта ӳстерет», – пĕлтерет водитель. Пирĕн пултуралăх ушкăнĕ килессе пĕлсе-ши? – кашни автобус водителĕн хуравĕ пĕр евĕр. Хулари пăкăсем айăплă-мĕн. Мĕнле пулсан та «Çĕнĕ хулара» пурăнакансен нушаланма тивет. Пулăшу ыйтса вĕсем регион ĕçне тимлекен центра çырнă. АНЖЕЛИКА ИВАНОВА: «Шупашкар та транспорт ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Юлашки вăхăтра регион ĕçне тимлекен центра «Çĕнĕ хула» микрорайонта пурăнакансенчен 10 ытла çăхав килнĕ. Вĕсем 33-мĕш маршрута палăртнă вăхăтран та чылай кĕтнине çыраççĕ. Сăмахран, 45 минут кĕтнĕ тĕслĕхсем те пур. Тата хулара пурăнакансем каçхи тăхăр сехет хыççăн обществăлла транспорт начар çӳренине систереççĕ». Çивĕч ыйтăва уçăмлатма эпир хула администрацине çитрĕмĕр. «33-мĕш маршрутпа çыхăннă лару-тăрăва пĕлетпĕр. Çынсене турттараканпа вăхăтлă килĕшӳ çырнă. Иртнĕ икĕ уйăхра ăна 52 000 тенкĕлĕх штрафланă. Çитес вăхăтра ку маршрутпа çĕнĕ хуçана палăртма конкурс ирттерĕпĕр» хуравларĕ пай пуçлăхĕ Дмитрий Букин. Конкурс ирттерме, çĕнĕ турттаракана палăртма вăхăт самаях кирлĕ. Хальлĕхе вара çĕнĕ хулара пурăнакансен кĕтмелли кăна юлать. Алексей Зотиков, Николай Скворцов