ru24.pro
Новости по-русски
Ноябрь
2021

Инкекрен çăлса хăварнă

«Çăла ан сур, шывне хăвах ĕçĕн» теççĕ халăхра. Чăнах та, шыв пĕлтерĕшне пирĕн мăн асаттесем аванах ăнланнă. Ĕлĕк-авал çуркунне çитсен улăхсенчи çăлкуçсене тасатнă. Техĕмлĕ шыва ĕçсе сăйланнă. Халĕ вара лару-тăру урăхларах. Ялти çăлсене тасатмаççĕ хăшĕ-пĕрисем. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Уплер ялĕнче пурăнакансем пирки капла калама пĕр сăлтав та çук. Вĕсем ялти çăлкуçа иккĕмĕш пурнăç парнеленĕ. «Тахçан Уплерте вунна яхăн çăлкуç пулнă. Халĕ пĕри кăна», – хурланса сăмах пуçарчĕ çак ялта пурăнакан Николай Петров. «Ачаранпах ăна ас тăватăп. Пĕрре мар кунтан шыв ăснă. Иксĕлми вăй-хăват парса тăнăн туйăнать вăл мана» палăртать çиччĕмĕш теçеткере пыракан Николай Петрович. «Çăлкуç тавралăхне пăхса тăма тăрăшаттăм, анчах та пĕччен вăй-хăват çитеймест» палăртать вăл. НИКОЛАЙ ПЕТРОВ: «Свет та пĕтет, насос çунса каять-и, пашньăра шыв пулмасть. Пĕтĕм халăх кунта утать. Шыв япăх юхать. Кашни валли тивĕçмест. Пĕр кун тăмалаччĕ. Тасатма тĕллев лартса халăх валли пултăр тесе шутларăмăр». Çăлкуç пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине иртнĕ çулта пулнă инкек аванах кăтартнă. Ялта юлнă пĕртен-пĕр пусăна ял халăхĕ упраса хăварма тĕллев лартнă. Пусă çывăхĕнчи йывăçсене касса тавралăха тирпейленĕ, хыççăн юсав ĕçĕсене пуçланă. НИНА ПЕЧКОВА: «Кирпĕчпе купаланă. 5 метр тарăнăш, икĕ метр çурă сарлакăш. Тĕпĕнче 18 шăтăк хăварнă. Тулса ларнăччĕ вăл малтан. Пĕтĕмпе шывне кăларса илисене кăлартăмăр пурне те. Пире ĕçлемешкĕн Петр Васильевич пулăшрĕ, хăйĕн насосне илсе килчĕ. Хăй тăприне кăларчĕ. Çӳлтен илсе тăчĕ. Эпир Николай Петровичпа улшăнса пусмапа анса илисене тиесе тăтăмăр». Шыв çулĕсене уçсан пусă кĕске вăхăтрах тулнă. Хăрушсăрлăха шута илсе çăла бетон юпасем урлă хурса хупланă. Унтан пăрăхпа шыв валака юхса тухать. АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Сиплĕ те хăватлă шыв. Вăл чуна уçăлтарса ярать. Шыв çук вăхăтра Уплер ялĕнче пурăнакансене çак çăлкуç çăлса тăрать». Шывсăр çын вăтамран 10 талăк пурăнма пултарать. Ял çыннишĕн шыв çуртра та, выльăх-чĕрлĕх валли те, пахча-çимĕç шăварма та кирлĕ. Çăлкуçри шыв пахча çимĕçе консервланă чухне паха пулнине палăртаççĕ ял çыннисем. ГАЛИНА ПЕТРОВА: «Чун савăнать. Çакăн пек шыв шăнкăр-шăнкăр юхса тăнишĕн. Питĕ хĕпĕртетĕп. Малалла та çакăн пек шăнкăр-шăнкăр юхса тăтăр. Халĕ ĕнтĕ анса хăпарма та кăмăллă. Сассине илтме те кăмăллă». Ниме йăлипе йĕркеленĕ ĕç-пуç витĕмлĕхĕ куç кĕрет. Уплер халăхĕ кар тăрса шыв ыйтăвне татса панă, ял тавралăхне та хăтлăх кĕртнĕ. АЛЕКСАНДР ОТЯКОВ: «Уплер халăхĕ çавăн пек пысăк та пархатарлă чыслă ĕç пурнăçланă. Ку ĕç вăл района кăна мар, вăл пур республикăри ялсене хуласене пысăк тĕслĕх пулать. Эпĕ хам ял тăрăхĕнчи халăхпа мухтанатăп. Вĕсене тав калатăп». Çапах та уплерсем кунпа кăна чарăнса ларасшăн мар. Тепĕр çул туртса кăларнă хуранра чечексем ӳстересшĕн, çăлкуç тавралăхне татах та илемлетесшĕн. Алексей Зотиков, Георгий Кривошеин