Сăр паттăрĕсене халалланă
2021-мĕш çула республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене чавакан паттăрсене халалланă çулталăк тесе йышăннăччĕ. Çавна май Чăваш Енре тĕрлĕ проектсем пурнăçланаççĕ. Вĕрентӳ тытăмĕнче тăрăшакансем те çак ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Шупашкарти 204-мĕш ача садĕнче паттăрсене халалласа мультфильм ӳкереççĕ. Çавăн пекех радиокăларăмсем хатĕрлеççĕ, телесюжетсем кăлараççĕ. РЕГИНА КУБАЙКИНА: «Лапланди» ача садне çӳрекенсем «Машенька халапĕсем» мультфильм ӳкереççĕ. Вăл 5 минут пырать. Ăна хатĕрлеме ахаль хăйăр, проектор тата ытти çĕнĕ йышши техника кирлĕ. Ача садне çӳрекенсем хăйсемех ăна хатĕрлеççĕ». 80 çул каялла Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă хĕрарăмсемпе пĕве кĕмен ачасен аллинче кĕреçе, пуртă тата ытти ал хатĕрĕ пулнă. Окоп чавасси ытларах вĕсем çине тиеннĕ. Ача садне çӳрекенсем те теттесене, пукансене те хăйсемех хатĕрленĕ. Тĕп сăнар – Маша. Пуканесене ăшă тум тăхăнтартнă. Вĕсен те ал хатĕрĕсем пур. Хайлаври кашни кадра пайăн пайăн ӳкереççĕ. «Ачасен тавра курăмне аталантарнисĕр пуçне хăйăрпа выляса вĕсем алăсене çемçетеççĕ», – тет педагог. АНАСТАСИЯ СЫМОЛКИНА: «Çак мультфильм Машенька çинчен. Мультфильма ачасемпе педагогсем калавсем тăрăх хатĕрленĕ. Вĕсем çак калавра Машенькăн йывăрлăхĕсем пирки каласа парасшăн пулнă. Выçă, сивĕ вăхăтра пурăннă. Çак мультфильма ЦРДО YouTube каналĕ çинче курма тата сасăлама пулать». «Лапланди» ача сачĕн ĕçченĕсем, кунта çӳрекен пепкесем саманапа пĕр тан аталанма тăрăшаççĕ. Вĕрентӳ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсене хута ямалли хула гранчĕпе - 150 000 тенкĕпе усă курса çĕнĕ аппаратура туяннă. Ку телерадиостудине çӳрекенсен йышĕ нумаях мар – 10 çын. Вĕсен йышĕ ӳсессе шанаççĕ кунта вăй хуракансем. Хальлĕхе видеомонтаж енĕпе ĕçлекен çын пулманни чăрмав кӳрет теççĕ. Ачасем çавăн пекех Тик-Ток тата ытти жанрпа хăйсене аталантма тăрăшаççĕ иккен. Мультфильм хатĕрлекенсем малалла та ку енĕпе хăйсен ĕçне тăсасшăн. Тĕп тĕллев – ачасене Çĕнтерĕве туптанă паттăрсем çинчен каласа, кăтаратса парасси. Регина Кубайкина, Георгий Кривошеин