ru24.pro
Новости по-русски
Ноябрь
2021

Республика хысни пуянланĕ

Кăçал чир чĕре пула республикăн экономика тытăмне çăмăлах килмен. Кăшăллă вируспа çыхăннă йывар лару-тăрăва пула социаллă тĕрев валли пăхса хунă хыснаран та ытларах хушма пысăк укçа-тенкĕ уйăрма тивнĕ – сывлăх сыхлавĕ, вĕрентӳ, пĕчĕк тата вăтам бизнес валли. Çитес 2022-мĕш çулхи хысна та республика аталанăвне тата экономикăн тĕрлĕ тытăмне пысăк витĕм кӳрĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче çитес çул валли тата çавăн пекех 2023-2024-мĕш çулхи республика бюджетне сӳтсе яврĕç. Чир-чĕр сарăлнине шута илсе 2022-мĕш çулта та хыснан калăпăшлă пайне çак çитменлĕхсене саплаштарма ярĕç. Социаллă хӳтлĕх, вĕрентӳ, сывлăх сыхлав тытăмне тата экономикăн ытти тытăмĕсене аталантарма ярĕç. 2022-мĕш çулта чир-чĕрпе кĕрешме пĕтĕмешле 300 млн тенкĕ ытла укçа-тенкĕ пăхса хăварма палăртрĕç. Нухратăн çак калăпăшĕнчен эмел таврашĕ, сыватмăшсене валли хӳтĕлев хăтĕрĕсене туянма тата ытти кирлĕ хатĕрсене туянма ярĕç. Çавăн пекех республикăна килекен тупăш шайне ӳстерсе тĕллеве те тимлĕхрен çухатмалла мар палăртрĕç ларура. Сывлăх сыхлавĕн тытăмне 5 миллиард тенкĕ çурă укçа пăхса хăварнă. Çĕнĕ амбулатори, фельдшерпа акушер пункчĕсене хăпартас енне ярĕç. Чăваш Республикин финанс министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2022-мĕш çулта пĕтĕмĕшле тăкаксен калăпашĕ 70 миллиард тенке яхăн пулĕ. Республика хыснин калăпăшлă пайне çĕнĕ шкулсем хăпартма, хушма пĕлӳ çурчĕсене кирлĕ хатĕрсем туянма усă курĕç. Федераци программипе килĕшӳллĕн шкул тата ача-пăча сачĕн çурчĕсене тĕплĕ юсас енне ярĕç, çак тĕллеве пурнăçлама республика тата федераци хыснинчен 3 миллиард тенкĕне яхăн уйăрĕç