Шупашкарти «Салют» культура çурчĕн проекчĕ «Культура – çĕнĕ форматпа» номинацире палăрса республика Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ. Культура ĕçченĕсем «Сăр çинчи çурт» спектакль хатĕрленĕ. Ăна Сăр тата Хусан чиккисене тума хутшăннă çынсен паттăрлăхне халалласа лартнă. Яш-кĕрĕм малтан «Тыл тата фронт пулнă» куравпа паллашрĕ. Экспонатсене Шупашкарти шкул ачисем пухнă. Хăнасене «Сăр çинчи çурт» перфоманс – вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçа тата Сăр чиккисене тăвакансен паттăрлăхне сăнлакан кăсăклă спектакльпе те паллаштарчĕç. Ăна хальхи вăхăри технологисемпе усă курса хатĕрленĕ. Куракан вырăнĕ те залра мар, сцена çинче. Кунтах хальхи пурнăçа сăнласа панă, чаршав тепĕр енче – 1941-мĕш çулсенчи вăхăтпа паллаштараççĕ. Фронта ăсатни, вăрçă хирĕ, хĕрарăмсемпе ачасем окоп чавни. Спектакльте чуна тивекен самант чылай çынна куççуль та кăларттарчĕ. НАТАЛЬЯ НИКОЛАЕВА: «Питĕ лайăх спектакль. Çакӑн пек ҫӗнӗ форма халиччен пулман-ха. Эпир театр постановкисене кӑҫал питӗ нумай куртӑмӑр. Анчах кунта вӑхӑтпа куҫса çӳреме пулать. Ҫав ҫынсен туйăмĕсене ăнланни истори патне тепĕр хут сĕртĕнме май парать». ЕКАТЕРИНА НИКИТИНА: «2021-мĕш çул Чăваш Республикинче Сăр тата Хусан чиккисен çулĕ. Çавăнпа та çак номинацинче хутшăнас терĕмĕр. Пирĕн театраллă перфоманс. «Сăр çинчи çурт» ятлă. Питĕ интереслĕ çĕнĕ форма». Çитес вăхăтра «Сăр çинчи çурт» спектакле Шупашкарти шкул ачисем те курма пултарĕç. Унта «Пушкин карттипе» те кĕртеççĕ. Елизавета Цветкова, Екатерина Шиверова, Павел Иритков