ru24.pro
Новости по-русски
Ноябрь
2021

Мĕнле çӳреççĕ, çаплах çывăраççĕ

Хĕл çитиччен нумай вăхăт та юлмарĕ. Паян-ыранах юр çумалла – пĕлтереççĕ синоптиксем. Канаш хулинчи Ильич урамĕнчи 5-мĕшпе 9-мĕш çуртсенче пурăнакансен хĕл тахçанах пуçланнă тесен те йăнăш пулмĕ. Тулта кĕркунне пулсан та кунти ăшă пăрăхĕсем вара пăр евĕр сип-сивĕ. Çивĕч ыйтăва уçăмлатма пирĕн пултарулăх ушкăнĕ çула тухрĕ. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ килессине пĕлсе кăштах ăшă янă, пăрăхсем лĕпрех. Çапах та хваттерте нимĕн те улшăнман – мĕнле шартлама сивĕ пулнă, çавнашкалах сивĕ. «Мĕнле çӳретпĕр, çаплах çывăрма выртатпăр», – пĕлтереççĕ Канаш хулинчи Ильич урамĕнчи 5-мĕшпе 9-мĕш çуртсенче пурăнакансем. Çак асапа вĕсем пĕрремĕш çул кăна тӳсмеççĕ иккен. Виçĕ çул каялла ятарлă службăсем ăшă пăрăхĕсене тĕрĕслеме килнĕ. Анчах та сăлтавне тупайман. ПЕТР САВАТНИКОВ: «Миçе çул вĕсем патне шăнкăравлапăр, калатпăр, усси çук. Ним те çук. Пулăшмаççĕ ăшăпала. Хăвăр тăвăр теççĕ. Эпир мĕн тума пĕлетпĕр. Вĕсен тăрăшас пулать. Эпир укçа тӳлетпĕр вĕт». Канаш хулинчи нуша пирки тĕплĕнрех çитес кăларăмра каласа кăтартăпăр