ru24.pro
Новости по-русски
Ноябрь
2021

Çул çинче сыхă

Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те, кирек епле çанталăкра та çул çинчи хăрушсăрлăх пирки манмалла мар. Кĕркунне йĕпе-сапаллă çанталăк çул çинче тата та тимлĕрех пулма хистет. Иртнĕ канмалли кунсенче çеç Чăваш Енре ӳсĕр пуçпа руль умне ларнă 84 водителе тытса чарнă. Вĕсенчен 11-шĕ ӳсĕрле пĕрремĕш хут лекмен, çавăнпа та вĕсен тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарма пултарĕç. Çул-йĕр çинчи тимлĕхе сăнакансем çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсем. Шăпах, вĕсен тимлехне, яваплăхне пула йĕркене пăсакансене тупса палăртаççĕ те. Сергей Степанов – Чăваш Республикин çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн инспекторĕ куллен ирхине 5 сехетре тăрса ĕçе васкать. 15 çула яхăн вăл хăйĕн ĕçне яваплă пурнăçлать, саккуна пăсакансене тупса палăртать. Çул çинче вара куллен тĕрлĕ лару-тăру та сиксе тухма пулатарть. Руль умне ӳсĕр пуçпа ларакансем те, саккун йĕркине яваплă йышăнмансем те. Ĕçĕ çăмăл мар – юр е çумăр çăвать-и, çил-тăман вĕçтерет-и – çул çинче йĕркене сăнасах тăмалла. Кун пек ĕçре çирĕп кăмăллă пулни пĕлтерешлĕ. Тата сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, спортпа туслă пулни малти вырăнта. СЕРГЕЙ СТЕПАНОВ: «6:30 валли ĕçе çитетпĕр. Кирлĕ информацие, ориентировкăсене илсе 8:00 сехетре маршрутпа патрулирование тухатпăр». Иртнĕ канмалли кунсенче çеç çул-йĕр патшалăх инспекторĕсем транспортпа çӳреме ирĕк паракан хутсене туртса илнĕ е водитель прависĕр руль умне ларнă 40 çынна тытса чарнă. Ятарлă правилăсене пăхăнни, çул çинче тимлĕ пулни, водительсемпе çуран çӳрекенсем пĕр-пĕрне хисеплени çул çинчи лару-тарăва лайăхлатма пулăшать. Шел те, çакна хăшĕ-пĕрисем ăша хывмаççĕ, йĕркене пăсаççĕ. Çавăнпа та çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн инспекторĕсем куллен çул çинче сыхă тăраççĕ. Кĕçех вĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ