ru24.pro
Новости по-русски
Ноябрь
2021

Ачасене те, ашшĕ-амăшне те пулăшу параççĕ

Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси – ачаран паллă теççĕ ваттисем. Ачасене воспитани парасси çемьерен нумай килет. Мĕншĕн тесен шăпăрлан ашшĕ-амăшне тĕслĕхе хурать. Воспитатель, вĕрентекен пĕлтерешĕ те пысăк. Тĕрлĕ ыйтăва татса пама ятарлă специалистсене явăçтарни питĕ усăллă теççĕ аслисем. Çавăнпах вĕренӳ учрежденийĕсенче ку енĕпе тĕрлĕ проектсем пурнаçланаççĕ. Тĕслĕхрен, Шупашкарти 205-мĕш ача садĕнче канашлу центрĕ уçăлнă. Ку проекта Раççей Федерацийĕн çут ĕç министерствин гранчĕпе пурнăçа кĕртнĕ. Мечĕке лабиринтран кăлармала, чĕлхене çемçетмелли тĕрлĕ ханăхтарăва хаваслансах пурнăçлать Ярослав Кузьмин. Виççĕре çеç пулин те уншăн ку хăнăхтарусем питĕ хаваслă иртеççĕ. Логопед, воспитатель, психолог вĕрентнине ăша хывма тăрăшакансем ку ача садĕнче тата та пур. ВЕНЕРА КУЗЬМИНА: «Пĕрремĕш занятисем пире питĕ килĕшрĕç. Тӳрех выляса калаçма пуçларĕ».Хальтен вĕсем онлайн мелпе специалистсемпе канашлама пултараççĕ. Никама та чару çук. Çав шутра сывлăх енчен хашанисен те пур енлĕн пулăшу илме май пур. АНЖЕЛИКА ФЕДОРОВА: «Шкул çулне çитмен ачасене мĕнле тĕрĕс ӳстермеллине, мĕнле вĕсемпе тĕрĕс калаçмаллине, каласа пама тата вĕсен хăйсен ыйтăвĕсем çине тĕрĕс информаци тупма пулăшма пултаратпăр. Ĕçе эпир укçасăр тума пултаратпăр». Кăшăллă чир алхасасран асăрханса ача садĕнче ытларах куçăмсăр майпа ашшĕ-амăшĕпе пепкесемпе тĕрлĕ видеоканашлусем ирттереççĕ. Грант укçипе усă курса малашне тата ытти цифра, техника хатĕрĕсем туянма палăртнă кунта вăй хуракансем. АНЖЕЛИКА ФЕДОРОВА: «Кăçал эпир 500 000 тенкĕ çĕнсе илтĕмĕр. Тепре пысăк телевизор илтĕмĕр. Тĕл пулу ирттертĕм. Роутерсем илтĕмĕр. Интерактивлă хăма. Дистант мелĕпе ĕçлеме паянхи кун камера илнĕ. Пӳлĕме хатĕрлесшĕн».