ru24.pro
Новости по-русски
Ноябрь
2021

Тĕп юсав ĕçĕсем вĕçленессе ачасем куç пек кĕтеççĕ

Вĕренӳ çулĕ пуриншĕн те авăн уйăхĕнче пуçланмалла та, ачасем пур чухне те парта хушшине вăхăтра лараймаççĕ иккен. Сăлтавĕ? Республикăри Етĕрне, Йĕпреç, Шупашкар районĕсенчи, Шупашкарти ача сачĕсенче, шкулсенче тĕп юсав ĕçĕсем вĕçленмен. Ку ыйтăва тунтикунсерен иртекен канашлура сӳтсе яврĕç. «Район администрацийĕн ертӳçисен ку енĕпе яваплă пулмалла, тĕп юсав ыйтăвне тимлĕхре тытмалла», – терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тин çеç юсав ĕçĕсем хыççăн уçăлнă Шупашкарти 24-мĕш шкула çитсе курчĕ. ТАТЬЯНА АНДРЕЕВА: «Паян ачана шкула ăсатма килсессĕн паллама та çук. Питĕ улшăннă. Çутă. Питĕ чаплă». ТАТЬЯНА ТЯКУНОВА: «Манăн ывăл 4-мĕш «А» класра вĕренет. Ку шкулта ăна питĕ килĕшет. Вăл савăнсах çӳрет, кăмăлпа. Капиталлă ремонт хыççăн шкул тата та илемлĕрех, капăртарах, çутăрах, ăшăрах, тасарах пулса кайрĕ. Паян ремонт хыççăн питĕ лайăх кăмăлпа килчĕ ача шкула. Мана та килĕшет». Ачасемпе пĕрлех ашшĕ-амăшĕ те юсав хыççăн уçăлнă шкула васкарĕç. Çутă коридор, ăшă пӳлĕмсем. Çамрăксем, тĕрĕссипе каласан, кунта вĕренме мар, часрах шкулти çĕнĕлĕхпе паллашма васкаççĕ иккен. ЕЛИЗАВЕТА МАТВЕЕВА: «Вăл питĕ хитреленсе, улшăнса кайнă. Мана çĕнĕ шкул питĕ килĕшет». Уйрăмах яш-кĕрĕме канмалли лапам килĕшет. Лаундж-зона – акăлчан сăмахĕ пулсан та çамрăксен чĕлхишĕн питĕ çыпăçуллă. Кунтах çемçе ларкăчсем вырнаçтарнă. Уроксенче те ачасем тĕрлĕ предмет вĕреннĕ вăхăтрах класри улшăнусене тимлĕ сăнаççĕ. Виçĕ виçеллĕ принтер, интеракивлă хăмасем, çемçе диван. Хальччен вĕсем юнашар вырнаçнă 57-мĕш шкул сукмакне такăрлатнă пулсан, тинех тăван шкул вĕсене йышăнма пуçланă. Савăнăçа ачасемпе пĕрлех вĕренекенсем те пайлаççĕ. Вĕсем те шăпăрланран кая мар кашни çĕнĕлĕхе сăнаççĕ. Ĕçе те çĕкленӳллĕ кăмăлпа çӳренине пытармаççĕ. ЛУИЗА ИВАНОВА: «Пĕтĕм коммуникацине ремонт тунă. Ăшă памалли системăна ремонт туса вырнаçнă. Шкулти пĕтĕм алăксене юсанă. Тепĕр çул тепĕр ремонт этапĕ пулать. Унта эпир урам енчи ĕçсене тăватпăр. Тулаш енчен шкула плиткăсемпе çыпăçтарса тирпейлĕç». Калăпăшлă ĕçсене пурнăçлама 32 миллион тенкĕ уйăрнă. Подрядчик юпа уйăхĕн 15-мĕшĕсенче палăртнă ĕçе пурнăçланă. Кĕçех республикăри ытти 9 вĕрентӳ учрежденийĕнче те тĕп юсав ĕçĕсем вĕçленмелле. Планпа килĕшӳллĕн пурнăçланаççĕ. Çапах та 7-шĕнче, çав шутра 5 шкулта тата 2 ача садĕнче подрядчиксем тĕп юсав ĕçĕсене вăраха тăсса янă. Регина Кубайкина, Анна Цинтовская, Николай Скворцов