Чăваш Ен тĕп хулинче 7-мĕш Хакатон ăмăртăва пĕтĕмлетрĕç. Форума хутшăнакансем виçĕ кун компьютер ăс-хакăлне усă курса хула тавралăхне хăтлăх кĕртмелли проектсем хатĕрлесе хӳтĕлерĕç. Чăваш Енре иртнĕ форумра Шупашкарти 61-мĕш шкулăн вĕренекенĕсем çĕнтернĕ. Вĕсемпе тĕплĕнрех пирĕн пултарулăх ушкăнĕ паллашрĕ. Аслă классенче вĕренекенсем республикăри цифра министерстви хатĕрленĕ хăнăхтарусене пурнăçланă. 61-мĕш шкул хастарĕсем сĕннĕ проекта хакатонра чи ăнăçли тесе палăртнă. Çĕнтерӳçĕсене 200 000 тенкĕпе хавхалантарнă. Шкул ачисем сĕннĕ проектпа килĕшӳллĕн, хулара пурăнакансем ятарлă хутлампа усă курса хăтлăх кĕртмелли вырăнсене палăртма пултарĕç. Ятарлă программа пулăшнипе кашни район, хулара пурăнакан кăлтăклă вырăнсене палăртма пултарать. РОМАН МИХАЙЛОВ: «Ку манăн пĕрремĕш проект мар. Кăшт маларах Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç шайне лайăхлатас тĕллевпе «Кредит линейки» проект авторĕ пулма тӳр килчĕ. Унпа килĕшӳлĕн регионта пурăнакансем кредит пулăшăвĕ пирки ытларах пĕлсе тĕрĕс утăмсем тума пултарĕç. Çак проекта та ăмăртусенче тимлĕхе тивĕçет». Çамрăксем куллен хăйсен пултарулăхне туптаççĕ. Тĕрлĕ ăмăртусенче те пĕрре мар малти вырăнсемпе укçа-тенкĕ тĕревĕсене çĕнсе илме пултарнă вĕсем. Шупашкар çамрăкĕсем Хакатон форумра çĕнсе илнĕ укçана та ăсталăха туптас енĕпе ярас тĕллевлĕ