Пурте пăхăнмаççĕ
Кăшăллă вирус, хăвăрт хурав, вĕçех хупă. COVID-19 амак кулленхи пурнăçа чылай çĕнĕ сăмах кĕртрĕ. Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕччен Раççейĕпех – ковиканикул. Ĕçлеме кашни кун усă курмалли таварсемпе тивĕçтерекенсене кăна ирĕк панă. Хушу мĕнле пурнăçланнине мобильлĕ ушкăнсем тĕрĕслеççĕ. Вĕсемпе пĕрле пирĕн репортер Алексей Зотиков çула тухрĕ. Çак ыйтăва парсан лавкка хуçи, паллах, ĕçлеместпĕр тесе хуравларĕ. Анчах та социаллă тетелсенче ку лавкка ĕçлет тесе темиçе çăхав та çырнă пулнă. Паянхи тĕрĕслев çак сас-хурана çирĕплетмерĕ. Çапах та ку лăпланса лармаллине пĕлтермест. Кăшăллă вируспа кĕрешмелли йĕркене çирĕппĕн пăхăнмалла. Социаллă тетелсенчи тепĕр çивĕ ыйту зоолавккасем хупни. Чĕр-чунсене пăхмалла, тĕрлĕ эмел кирлĕ тата ытти те. Çакна шута илсе чĕрчунсене кирлĕ таварсене сутакан тата ветеринари аптекисене уçма палăртнă. Мобильлĕ ушкăн ку енпе ĕçлекен лавккасене те тĕрĕслерĕ. ДЕНИС ЖАРОВ: «Маскăсем тăхăнмаççĕ. Рециркуляторĕ çукки вăл – пĕрре тата температура виçесси пирки журналĕсене тĕрĕс çырмаççĕ. Дезинфекци тăвасси пирки. Вĕсене кашни кун çырас пулать ĕнтĕ. Хăш-пĕрисем манса каяççĕ. QR-кодсене те тĕрĕслерĕмĕр ĕнтĕ. Нумайăшĕсем привикăсем тунă. Вĕсем хатĕр сертификатсене пичетлесе кăларнă». QR-код е чăвашла «хăвăрт хурав». Сыхлах шĕвекне шала яртарнине çирĕплетекен сертификата малашне паспорт евĕр пĕрлех йăтса çӳремелле пулать. Унсăр ниçта та кĕртмеççĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тӳрĕ лининче республикăра çĕнĕ çулчченех «хăвăрт хурав» йĕрки пулассине каларĕ. Ун патне социаллă тетелсенче суя сертификатсемпе сутнă тĕслĕхсем пирки нумай çырнă. Хальлĕхе ку тĕслĕхсем çирĕпленмен. МАРИНА СЕРГЕЕВА: «Корновирусран прививка тутарнине ĕнентерекен суя сертификатсем е суя тестсем пĕлтĕр пулсан кун пирки çийĕнчех шалти ĕçсен пайне шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр. Саккунпа килĕшӳллĕн, суя документсене хатĕрлекенсем те, вĕсене туянакансем те çирĕп явап тытма тивĕ. Раççей Федерацийĕн уголовлă кодексĕн 327 статйипе килĕшӳллĕн суя документсене хатĕрлекенсене икĕ çуллăха, вĕсене туянакансен пĕр çуллăха ирĕкрен хăтарма пултараççĕ». Ирĕке хăнăхнă халăха килте ларма ансат мар. Тăван-хурăнташа, тус-юлташа курасшăн, суту-илӳ çуртне ним те пулин туянма каясшăн, илемлĕ фильм пăхасшăн тата ытти те. Килте ларма çăмăл-и? Мĕнлĕ йывăрлăхсемпе эсир тĕл пултăр? Лавккасене хупни чăрмантарать-и? – Килĕшмест килте ларма. Манăн лăпкă çӳрес килет. Суту-илӳ центрĕсене, лавккасене, теттесем илме ачасем валли, япаласем, ĕçе «хăвăрт хуравсăр» çӳрес килет, ирĕклĕхре пурăнас килет. – Илсе хунă маларах та питех васкасах утмастпăр лавккасане. Çимелли çеç, симеллине хамăр пахчара ӳстернĕ ытларах. Çавсемпе усă куратпăр, питех çӳреместпĕр. – Япăх, паллах. – Мĕншĕн япăх? – Ара, интересли ним те ĕçлемест. Халь пасартан килеп те – ним те çук. – Ман нимле йывăрлăх та çук. Халь больницăна каятăп. – Чирлерĕр-им? – Чирлемен, тĕрĕсленме. – Лавккасем хуппи сире чăрмантармасть-и? – Ман мĕн çимелли пур. Кайс илнĕ. Çи-пуçĕ пур. Чару тапхăрĕ вĕçлениччен темиçе кун кăна юлать. Алексей Зотиков, Игорь Зверев