«Кăшăллă вируса пĕрле чаратпăр!»
«Спутник Лайт» вакцина пур-и? Канмалли кунсенче ĕçлемен усламçăсене пулăшу пулĕ-и? «Кăшăллă вируса пĕрле чаратпăр!» – республика Пуçлăхĕ социаллă тетелте тӳрĕ лини ирттерчĕ. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче 30 000 яхăн çын 2 000 ыйту пачĕ. Министерствăпа ведомство ĕçченĕсем кашни ыйтăва çитес вăхăтра уçăмлатса парĕç. Хальхи вăхăтра республикăри сыватмăшсенче 100 000 вакцина пур, вĕсенчен 80-шĕ «Спутник V», ыттисем – урăх вакцинăсем. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев: «Чăваш Енре «Спутник Лайт» вакцина пĕр пин доза пур», – терĕ. Тен, хăш-пĕр медицина учрежденийĕсенче пĕтнĕ, пациентсем заявка парсан ăна кирлĕ сыватмăша пĕр талăкра илсе çитерессине пĕлтерчĕ. – Пирĕн тĕллев – 760 000 халăха çынна Чăваш Республикинче вакцинăпа тивĕçтересси. Енчен те эпир çак цифрăна çитсессĕн пирĕн коллективлă иммунитет вара çирĕпленсе çитсе çак чир пире сăтăр кӳмесен те пултарать тесе шухăшласа тăратпăр ĕнтĕ. Пĕррĕмĕш компонтенпа 430 000 çын сыхлăх эмелне янă. Ку планпа палăртнин 55 проценчĕ. Иккĕмĕш вакцинăна 17 000 çын тунă. Кăшăллă вирус алхаснă вăхăтра йывăр чирлекенсем патне кислород вăхăтра илсе çитермелле. Чăваш Енри «Хипром» тата «Трактор завочĕ» сыватмăшсене кислородпа тивĕçтерсе тăрĕç. – Енчен те эпир хамăр çак вăхăтра канмалли кунсенче вакцина пунктне çитсе вакцина лартсан – çакă питĕ тивĕçлĕ тав сăмахĕ пулать. Вакцинăллă çынсем паянхи кун чире те çăмăллăнах ирттереççĕ. Вара çав чире çăмăллăн ирттерни тухтăрсене пулăшу пулать. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе тĕрев парас ыйту та пулчĕ тӳрĕ лини вăхăтĕнче. Усламçăсен грант илмешкĕн налук сайтĕнче деклараци çырмалла. Ĕç хучĕ малтан тĕрĕслев витĕр тухать. Вăл саккун ыйтнине килĕшсе тăрать пулсан пулăшу укçине тӳрех шутласа параççĕ. – Енчен те эпир çакăн пекех тепĕр 4 куна усă курсассăн, паллах, эпир чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕччен пĕтĕм предприятисене ĕçлеме май парăпăр. Паллах, пĕтĕм предприяти QR-кодсемпе усă курса ĕçлĕç, мĕншĕн тесен, куратпăр ĕнтĕ, енчен эпир предприятисене прививкăллă çынсене кĕртсессĕн, чирлемен çынсене кĕртсессĕн чир çулĕ татăлать. Çавăнпа та çакăн пек ĕç йĕрки, ман шутпа, çĕнĕ çулччен тăсăлĕ. Ачаллă çемьесем канмалли кунсем вăрăм пулнипе кăмăлсăр. Ĕç укçи катăлать мĕн. Чӳк уйăхĕн 4-7-мĕшсем календарьпе ахаль те канмалли кунсене лекеççĕ. «Хушма виçĕ кун лару-тăрăва витĕм кӳмест», – терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Шар курнă предприятипе организацисене патшалăх пулăшу парать, ĕçлекенсем шалусăр юлмĕç. Чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕнчен ачасем шкула çӳреме пуçлĕç. Спорт учрежденийĕсем те çынсене йышăнма хатĕр пулĕç. Елизавета Цветкова, Татьяна Трофимова, Бахтияр Велиев