Кăшăллă вирус пурнăçран уйăрать
Пурнăçпа вилĕм хушшинче миçе утăм? Паллах, кашни лару-тăрура тĕрлĕрен, анчах кăшăллă вирус чирĕ çаклансан асапланупа инкек çулĕсен вăрăмăшĕпе куçа-куçăн тĕл пулма пулать. Хăрушă амака пула Раççейре çеç 240 000 ытла çын пурнăçран уйрăлнă. Чăваш Енре те кунсеренех çак вируса парăннисен шучĕ йышланать. Кăна кăтартури хисепсемпе пĕрлех ритуаллă пулăшу кÿрекенсем те çирĕплетеççĕ. Юлашки вăхăтра вĕсем час-часах пысăк йывăрлăхпа тĕл пулаççĕ. Хура тутăр, куççуль, çухату. Кăшăллă вируса пула çăва çинче, ритуаллă пулăшу паракан уйрăмсенче хурлăхлă туйăмсене тӳссе ирттерекен нумайлансах пырать. Çĕнĕ Шупашкарти виле хуракан çурт çывăхĕнче те акă 20 ытла çын тăрать. Вĕсен куçĕнчен шăпăртатса юхакан куççуле хӳтĕлев хатĕрĕ хупланать пулин те чунра хуçалакан ыратăва вара нимĕн те пытараймасть. COVID-19 текен амак аслă ăрурине те, çамрăка та, ачасене те хĕрхенмест, çĕр çинчи чи хаклă пуянлăха – этем пурнăçне – самантрах татма пултарать. Пандеми пуçланнăранпа Чăваш Енре кăшăллă вирус 2700 ытла çын пурнăçне татнă. Çак лару-тăру юлашки çула ăсатма пулăшас енĕпе тăрăшакансене те йывăрлăх кăларса тăратать. ЮРИЙ ДАНИЛОВ: «Питĕ нумай çын вилнĕрен пирĕн ритуаллă служба пĕтĕмпе тивĕçтерсе çитерме тăрăшать, анчах питĕ йывăр. Канмалли кунсене те курмастпăр эпир хăш-пĕр чух. Вилĕ нумай пулнăран çынсем 4-5 мĕш кунсенче те хатĕр пытармашкăн. Пирĕн организаци пĕчĕк мар, пурпĕрех ĕлкĕрейместпĕр». Сыватмăшсенчи станционарсенче виçĕ пин ытла çын сипленет, вĕсенчен 850-шĕ хушма кислород пулăшнипе сывлать. Вирусран сыхланма май паракан мел вăл – сыхлăх шĕвекне шала яни. Çак хӳтĕлев тĕсĕпе усă куракансен йышĕ Чăваш Енре кунсеренех ӳснине пĕлтереççĕ тухтăрсем. Юлия Адюкова, Татьяна Трофимова, Георгий Кривошеин