Сергей Ипатьев Раççей шайĕнче конкусра тупăшать
Çĕршыв тăнăçлăхне упракан, йĕрке хуралне сыхлакан. Чăваш Енре «Халăх участковăйĕ» ята çĕнсе илнĕ Сергей Ипатьев халĕ регион чысне çĕршыв шайĕнчи ăмăртура хӳтĕлет. Çак чыса вăл 2-мĕш хут тивĕçнĕ. Мĕнре-ха çитĕнÿ вăрттăнлăхĕ? Çакна пирĕн пултарулăх ушкăнĕ вырăна тухса пĕлме тăрăшрĕ. Темиçе çул каялла тупа тунă сăмахĕсене Сергей Александрович паянхи кун та лайăх астăвать. Астăвать çеç мар, шантарнине хăйĕн ĕçĕпе, тĕслĕхĕпе çирĕплетет. Мĕн ачаран пакунлă тумпа çӳреме ĕмĕтленнĕскере çак ĕçе «халăха пулăшу кӳрес» туртăм илсе çитернĕ. Хăйĕн тĕллевне пурнăçа кĕртсе 15 çула яхăн тăрăшать вăл. Унăн тимлĕхĕнче Асхва тата Сухайкасси ял тăрăхĕсем. ЛЮБОВЬ АНТОНОВА: «Çăмăл участок теме çук ĕнтĕ, анчах та Сергей Александрович хăйĕн ĕçне юратни паллă, мĕншĕн тесен ăна участокра çеç мар, районта та халăх питĕ лайăх паллать, ачасем те, ваттисем те, çамрăксем те хисеплеççĕ». Çамрăк пулсан та, Сергей Александрович вырăнти чылай çынна паллать, вĕсен шухăш-кăмăлне те аван пĕлет. Халăха алă тупанĕ çинчи пек курса тăни ăна кулленхи ĕçре те пулăшать. СЕРГЕЙ ИПАТЬЕВ: «Çынсемпе калаçатпăр, вĕсен ыйтăвĕсене сÿтсе явса тĕрĕс çул çине тăма тăрăшатпăр. Паянхи кунпа питĕ нумай мошенник тесе каламалла, вĕсем сахалрах пулччĕр тесе çынсем ан уталанччĕр тесе профилактика калаçăвĕсем иртереттĕр». Ĕç вăхăтĕнче çеç мар, çĕрле те Сергей Александрович телефонĕ час-часах шăнкăртатать. Кирек хăш вăхăтра та кашни ыйтăва татса пама тăрăшать вăл. Çакна халăх та туять. СЕРГЕЙ ИВАНОВ: «Чун савăнать, çамрăксемпе хоккейла питĕ лайăх вылять, пĕрле вылянă чухне калаçаççĕ, сывлăхсем мĕнле, мĕнле пурнăçсем теççĕ. Çын та пирĕн поселенинче нумай, 3 000 ытла. Кашни çынпа тĕл пулма тăрăшать». «Халăх участковăйĕ» конкурсра Сергей Ипатьев пирвайхи хут 2016-мĕш çултах палăрнă. Тăрăшулăхĕпе пултарулăхĕ ăна кăçал та çĕнтерÿ патне илсе çитернĕ. Халăх та унăн çитĕнĕвĕсемпе савăнать, тупăшури сасăлавра та май çитнĕ таран пулăшать. НАТАЛЬЯ АНТОНОВА: «Эпир унпа питĕ çыхăнуллă ĕçлетпĕр, мĕншĕн тесен пирĕн тĕрлĕ сăлтава сÿтсе явса памалла, ун пулăшăвĕ пире пĕрмаях кирлĕ, çавăнпа та унăн ĕçĕ, унăн пултарулăхĕ. Халăх ăна нихăçан та начар сăмах каламасть». Раççейри чи лайăх участковăйшăн чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕччен сасăлама май пур. Ун пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министертствин сайтĕнче пĕлме пулать. Юлия Адюкова, Екатерина Никитко, Игорь Зверев