ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2021

«Черчен чунлисен ӳнерĕ»

Çуралса ӳснĕ тăван çĕре епле юратмăн-ха? Унăн илемĕ тата мăнаçлăхĕ юратнă ĕçе пурнăçлама хистет тесе палăртаççĕ «Черчен чунлисен ӳнерĕ» ятпа уçăлнă курав авторĕсем. Пир çинче калăпланнă çутçанталăк пулăмĕсем, çут тĕнче хăвачĕ, тăван кĕтес сăнлакан пейзажсем, хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăракан картинăсем куравра илем тĕнчине путараççĕ. Сăрă ăстисемпе эпĕ те куçа-куçăн тĕл пулас тĕрĕм.