Пĕр пĕрне пулăшни пĕлтерĕшлĕ
Сăр чиккине хăçан чавма пуçланă? Вăл миçе çухрăм? Ăна чавма миçе çын хутшăннă? Сыхлăх чиккине ытларах кам чавнă? Чикĕ чавса пĕтернине Мускава кама çырса пĕлтернĕ? Çакă тата ытти ыйтăва паян Чăваш Республикинчи аслă тата профессиллĕ вăтам пĕлӳ паракан учрежденисен студенчĕсем «Сăр чикки» çарпа спорт вăййинче хуравларĕç. Вĕренекенсемпе пĕрле вăйă тапхăрĕсене Алексей Зотиков корреспондент парăнтарчĕ.