ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2021

Çивĕч ыйтусене сӳтсе яврĕç

Раштав уйăхĕччен Чăваш Енри ял хуçалăхĕсен пурлăхне çырса тухĕç. Вăл шута фермер хуçалăхĕсем те кĕреççĕ. Агропромышленноç комплексĕнче инвентаризаци ирттерни ял хуçалăх çĕрĕсене витĕмлĕ усă курнине тĕрĕслеме, пушă çĕрсене пусă çаврăнăшне явăçтарма е çĕнĕ проектсене инвесторсене илĕртме май парĕ. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Сăр тăрăхĕнче фермерсемпе тĕл пулнă май каларĕ.