Кокель пленэрĕ вĕçленчĕ
Алексей Кокель ячĕллĕ 14-мĕш пленэр вĕçленчĕ. Вăл çулсеренех ӳнерçĕ çуралса ӳснĕ вырăнта - Патăрьел районĕнчи Турхан тăрăхĕнче иртет. Пултаруллă сăрă ăстисен ӳнер лаççипе ялти культура çуртĕнче паллашма май пулчĕ. Кокелĕн тăван тăрăхĕнче картинăсен галерейи уçăлчĕ.